Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗтсе (тĕпĕ: сивӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахнӑран анасене час типме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Ӑнланмалла каласан, Нинель Павловна, ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе пӑрахнӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ вӗсене пӗр сӑмахпах сивӗтсе пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Калаҫса эсир апата та сивӗтсе янӑ-няк.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан шатӑрр сивӗтсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунсеренех вӗсем вӑрӑмланса пыраҫҫӗ, ҫанталӑк та сивӗтсе пырать.

С каждым днем они росли вместе с холодами.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Октябрь варринчех юр ҫуса лартрӗ, ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сасартӑк сивӗтсе ярсан ӳсентӑрансене иммуницитофитпа е цирконпа пӗрӗхтереҫҫӗ.

При внезапном похолодании на растения распыляют иммуницитофит или циркон.

Пахча вӑрттӑнлӑхӗсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... em-3270627

Сӑхман кӗсйине ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе пӑрахасран хӑраса алсиш чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӗлхеҫленсе, сивӗтсе Йӗрет, сурать Мулентей…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑна пӑрлӑ шыв ӗҫнӗ пек сивӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, ҫак сифонсем вӗсене ыттисене сивӗтсе уҫӑлтарма кирлӗ пулӗ?..

Или, может, эти сифоны нужны им, чтобы прохладить других?..

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иртнӗ ҫулхи ҫуркунне вӗлле хурчӗсем пӗрремӗш вӗҫев тунӑ хыҫҫӑнах ҫанталӑк сивӗтсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Уйрӑмах ҫуркунне, ҫунатлӑ туссем пӗрремӗш вӗҫев тунӑ хыҫҫӑн, ҫанталӑк тепӗр хут сивӗтсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫумӑрсем хыҫҫӑнах сивӗтсе пӑрахрӗ те, ҫӗр ҫав хальлӗнех шӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхсан чуна сивӗтсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулана хупӑрласа тӑма тытӑннӑранпа виҫӗ кун иртсен, ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килсен те ҫийӗп, йытӑсене сивӗтсе пар унта!

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫулсеренех кӗркунне ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май, респираторлӑ вирус чирӗсемпе чирлекенсен шучӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех