Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗнсе (тĕпĕ: сивӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫи-ха эс, ҫи, сивӗнсе кайӗ…»

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вырӑс витӗмне лекнӗ чӑваш «турханӗ-тӑрӑнӗ» вара халӑх тумӗнчен сивӗнсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Ҫырмара вилнӗ ҫынсем выртаҫҫӗ, вӗсене тинтерех персе пӑрахнӑ пулмалла, — лайӑххӑн сивӗнсе те ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна питӗ ӑста скульптор бронзӑран шӑратса тунӑ пек, ҫав бронза халь те сивӗнсе ҫитмен пек, вӑл хӑй ҫине тӑхӑнтарнӑ хаклӑ тумтире халь-халь кӗллентерсе пӑрахас пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӗтерук, Якура иленсе, ӑна пуҫӗпех парӑнас вырӑнне унран сивӗнсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пӗр вӗриленсе те пӗр сивӗнсе выртакан чирлӗ ҫын пӳлӗмне ҫав вӑхӑтра хирургпа пӗрле медсестрасем пырса кӗчӗҫ, ачана, малтанрах каласа хунӑ пекех, операци тума илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫулла пӗлӗтсем типҫӗре питех ӑшӑнса кайма памаҫҫӗ, хӗлле сивӗнсе каясран хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Летом облака уменьшают нагревание суши, а зимой — защищают от охлаждения.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫанталӑк кунта пит уяр, час-часах нимӗнле пӗлӗт те пулмасть, ҫавӑнпа та ҫуллахи кунта хӗрсе кайнӑ япаласем ҫӗрле хӑвӑртах сивӗнсе каяҫҫӗ.

Небо здесь чаще всего безоблачное, и потому сильно нагретые за летний день предметы ночью быстро охлаждаются.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑван ҫӗршывра, Европӑра, халӗ ҫуркунне пулнӑ, кунта ҫанталӑк сивӗнсе пынӑ.

На родине, в Европе, была теплая весна, а здесь стало холодно.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл йӑсӑрланса выртакан кӑвара таптарӗ, сивӗнсе кайнӑ пулӑ шӳрпине тӑкрӗ, котелокне хут листипе шӑлса тасатрӗ те хӑйӗн «складышне» хуҫлатса хучӗ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн алӑсем сивӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӑркӑчламалла, сивӗнсе ҫитиччен витмелле.

Зaкрyтить, нaкрыть дo пoлнoгo oстывания.

Кабачкинчен тунӑ аджика // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... ka-3407193

Шаркку Сивӗнсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Манӑн ҫӑмах яшки паҫӑрах пиҫнӗ-ҫке, ҫӑралса та кайрӗ пуль, сивӗнсе те кайрӗ пуль, — терӗ, тирӗк-чашӑка хыттӑн шакӑртаттарчӗ, кастрюль хуппипе пӳрте янӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кунсӑр пуҫне Георгий ашшӗнчен сивӗнсе пынинче урӑх сӑлтавсем те пур, уйрӑмах пӗлтӗртенпе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Уяр ҫу, типӗ ҫу пит вӑраххӑн иртрӗ, Пӗр тумлам та ҫумӑр тӗсӗ пулмарӗ; Сивӗнсе пӗлӗтлӗ ӗнтӗ кӗр те ҫитрӗ, Кӗлӗшленнӗ тӑпра нӳрелсе курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Силемпийӗ сивӗнсе Пӗрӗхтерсе калаҫать, Анчах хӗре хӗрхенсе Ҫуран тӑрса вӑл юлать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑл хӗрӗнчи ҫыр тӗми ҫийӗнче Чул хӳмелле мӑнастир ҫынтан сивӗнсе Ларать уйрӑмах пӗр лаптӑк йышӑнса.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑван кил Анукшӑн тӑвӑрланса та тӑвӑрланса, сивӗнсе те сивӗнсе пычӗ — вун ултӑ ҫул тултарсан, пӑртак вӑй пухнӑ, ҫунатти ҫирӗпленнӗ кайӑк чӗппи сулхӑн йӑваран яланлӑхах вӗҫсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Манӑн хура-шур самаях тӑпкалантарнӑ чӗре сакӑлтӑклӑн кӑрт! турӗ те, пӑр пек сивӗнсе, йӗп тирӗнсе кӗнӗн ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех