Шырав
Шырав ĕçĕ:
сивӗннӗҫем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ хӗршӗн ӑна ҫӗнсе иличчен ҫеҫ хыпса ҫунни, хӗр сана парӑннӑ-парӑнман (е эс ӑна качча илнӗ-илмен) унпа «тӑранса ларни», унран сивӗннӗҫем сивӗнсе пыни мӗне пӗлтерет тата?
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара пӗр тан пуличченех, шыв ӑшӑннӑҫем ӑшӑнса пырса, сывлӑш сивӗннӗҫем сивӗнсе пырӗ.Вода станет все теплее, а воздух все холоднее, до тех пор, пока они сравняются.
Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫӗр сивӗннӗҫем сивӗнет.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кун хыҫҫӑн Кирсанов час-часах кӗрсе тухма пуҫларӗ; анчах вӗсем пӗр-пӗринпе унчченхи пек пурӑнма пултарайман: йӗркеллӗ ҫыннӑн темиҫе кун хушши ӗнтӗ кӳренни курӑнса тӑнӑ; ҫак кӳренӳ яланлӑхах пытанас пулсан та, Лопуховсем хӑйсен тахҫанхи тусне чылаях хисеплеми пулнӑ пулӗччӗҫ; анчах Кирсанов кӳренни вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе палӑрнӑ-палӑрнах, вӑл ӑна васкасах пытарма тӑрӑшнӑ пулин те, пӗтӗмпех пытарма пултарайман; вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗннӗҫем сивӗнсе пынӑ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1