Шырав
Шырав ĕçĕ:
сивлев (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сивлев тинкерӗвӗ, хӑйӗн аллисен вилӗмле ӗҫпе вӗҫне ҫитичченех куҫран пӑхас шухӑшӗ лавккаран килнелле ҫывхарнӑ май чӑтӑмлӑ хаярлӑх евӗрлӗ йывӑр киленӗве куҫрӗ, — этем катмар япала йӑтса пынӑ, хӑйӗн тиевӗ айӗнче сывлӑш пӳлӗннипе антӑхнӑ чухне кунашкалли тӑтӑшах.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак шухӑшӑн пулма пултарайми тискер сӑмахӗсенчен мӗн пур вӑйран йӗрӗнсе, сехӗрленсе, вӗсен сивлев тапӑнӑвне тӗлкӗшме пикеннӗ пусмана чиксе хунӑн таптаса Джесси куҫӗсене хупрӗ, хӑлхисене хупларӗ те йынӑша-йынӑша кравать ҫине лаштах выртрӗ; ҫав шухӑш сӑмахсене ан ҫаврӑнтӑр тесе ӑсне мӗн килнӗ ҫавна чӗтре-чӗтре мӑкӑртатать…
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Каттӑркӑ тӗрмин пуҫлӑхӗн питӗнчен хушуллӑ сивлев сӑнӗ ҫухалчӗ.Повелительное и тяжелое лицо начальника каторжной тюрьмы исчезло.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Унта хура ялавлӑ, ҫӗҫӗпе хӑлаҫланакан хӑрушӑ командӑллӑ хурах-карапсем те; шыв сенкерлӗхӗнче виле тӗслӗ кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе йӑлтӑртатакан мӗлке-карапсем те; ҫар карапӗсем те — салтаксемпе, тупӑсемпе, музыкӑпа; вулкансене, ӳсен-тӑранпа чӗр чунсене пӑхса ҫӳрекен тӗпчев экспедицийӗсем те; сивлев вӑрттӑнлӑхлӑ, пӑлхавлӑ карапсем те; ҫӗнӗ ҫӗр уҫакан карапсемпе мыскара шыраса ҫӳрекен карапсем те пур.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Илтӗнми сасӑ малай чӗлхи пек ӑнланмалла мар темиҫе сӑмах тата-тата кӑшкӑрчӗ; йӑтӑнса аннӑ чухнехилле — чылай вӑхӑт темӗн янӑрарӗ; библиотека сивлев ҫилпе тата ахрӑмпа тулса ларчӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Страницăсем:
- 1