Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехете (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехет вун пилӗк минут ултӑ сехете кайнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унта шӑпах ӗҫ вӗҫленсе пырать, вӑл каҫхи тӑватӑ сехете тивет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫав лавккасем умӗнче ҫуршар сехете яхӑн, е ытларах-и ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ыран мар, тепӗр кунне сан патра тӑхӑр сехете пулма тӑрӑшӑп, шансах тӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ирхине 7 сехете Элӗкрен автобуспа тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

Конкурс 4 сехете пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Правительство ҫарӗсем якобитсен речӗсене артиллеринчен ҫур сехете яхӑн персе тӑнӑ, якобитсем вӗсене хирӗҫ хуравламан та темелле.

Правительственные войска обстреливали ряды якобитов артиллерийским огнем в течение около получаса, практически без ответа со стороны якобитов.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Анчах пӑрахут, темле сӑлтава пула, ҫур сехете яхӑнах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах хӑшӗсем ҫав ҫичӗ сехете те ӗҫлесшӗн мар-ҫке-ха!..

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Иккӗмӗш куполта кӑнтӑралла кӑтартакан сехете вырнаҫтарнӑ.

Во втором куполе размещены часы, обращенные на юг.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

1904 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче «Варягпа» «Кореец» Чемульпоран тухнӑ та 11:45 яппунсен эскадрипе сехете яхӑн тӑсӑлакан ҫапӑҫӑва кӗнӗ.

9 февраля 1904 года «Варяг» и «Кореец» вышли из Чемульпо и в 11:45 вступили в бой с японской эскадрой, который длился около часа.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Совет радиовещанийӗн калӑпӑшӗ 900 сехете яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑрҫа каяс умӗн кӗмӗл сехетне, кӑнтӑрти чикӗре паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн хӑй ятне ҫырсах парнеленӗ кӗмӗл сехете, пиччӗшне упрама парса хӑварнӑччӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗр кашкӑрне ҫара аллӑнах ярса илеес ҫуккине малтанах туйса тӑнӑскерӗн ял Советӗнче икӗ сехете яхӑн питӗрӗнсе лармалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫула май пӗр-ик сехете те пулин тӑван яла кӗрсе тухас терӗм, тӑвансене курса калаҫас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫур сехете те пулин кӗрсе тух, кӑмӑла ан хӑвар, — Ҫимун ҫумне сӑрлан пек ҫыпҫӑнчӗ Куҫук арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сехете яхӑн ларчӗ ӗнтӗ Хумкка мучи, ҫапах тапакне пилӗк-ултӑ стаканран ытла сутаймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Талӑкри кашни сехете тӑван хуҫалӑх ӗҫне парать», — теҫҫӗ ун пирки ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр кунхине вӑл хӗвелтен ир вӑранса, ҫулӗ ҫывӑх мар пулсан та, ӑҫта лашапа, ӑҫта ҫуран, палӑртнӑ сехете Шупашкар хулине вӑхӑтра ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех