Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

академине (тĕпĕ: академи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

2011 ҫулта Сыктывкарти Патшалӑх службипе управленийӗн Коми республикин академине ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта FU-Lab проекта — Финн-угор чӗлхисемпе информаци тӗлӗшпе усӑ курма пулӑшакан регионсем хушшинчи лабораторие — хатӗрлеме пуҫӑннӑ.

В 2011 году устроился в Центр инновационных языковых технологий Коми республиканской академии государственной службы и управления в Сыктывкаре, где занялся разработкой проекта FU-Lab — Межрегиональной лаборатории информационной поддержки функционирования финно-угорских языков.

Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87

1940 ҫулта вара, Ленинградри Художество Академине вӗренме кӗме лайӑхрах хатӗрленес тесе, Академи сумӗнче ӗҫлекен художество вӑтам шкулне вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫакӑн пек аманнӑ тата сыватнӑ хыҫҫӑн Васильева 1943 ҫулхи кӗркунне И. В. Сталин ячӗллӗ бронетанклӑ тата механизациллӗ ҫарсен Ҫар академине вӗренме яраҫҫӗ.

После этого ранения и его излечения, Васильев осенью 1943 года направлен на учёбу в Военную академию бронетанковых и механизированных войск имени И. В. Сталина.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Эпӗ Мускава ял хуҫалӑх академине вӗренме каятӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑйне малалла вӗренме Мускаври Ҫар академине илчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

М.В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренме кӗме рапорт ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Хӑй ӗмӗтленнӗ пек ялхуҫалӑх академине, механика факультетне мар, университетӑн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш уйрӑмне кайса пачӗ документсене.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Манӑн ялхуҫалӑх академине пӗтерсе сана ҫын тӑвасчӗ.

Я бы хотела закончить сельскохозяйственную академию и сделать из тебя человека.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

«Зоотехник… Виктор Иванович… ялхуҫалӑх академине пӗтернӗ…» — текен сӑмахсем ҫеҫ асра юлчӗҫ.

Запомнились только слова: « Зоотехник… Виктор Иванович… окончил сельскохозяйственную академию…»

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑтам шкул пӗтерсен Шупашкарти ялхуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗччӗ.

После окончания средней школы поступил в Чебоксарскую сельскохозяйственную академию.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Автор Лагадӑри Аслӑ академине курса ҫӳрет.

Автор осматривает Великую академию в Лагадо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, Тӗп академине хам кӗрсе курсан, эпӗ пурин ҫинчен те хам курса киленме пултаратӑп, ҫавӑнпа та вӑл мана ҫак ырлӑха кӑтартма, ку тӗлӗшпе академине илсе кайма шутларӗ.

Ему не хочется лишить меня удовольствия, которое я, наверно, получу при личном осмотре Великой академии, куда он решил свести меня.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак тӗлӗшпе вӗсем Лагадо хулинче прожектерсен Академине уҫмашкӑн корольтен ирӗк илнӗ.

С этой целью они выхлопотали королевскую привилегию на учреждение Академии прожектёров в Лагадо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Фрунзе ячӗллӗ ҫар академине (1934) пӗтернӗ.

Окончил Военную академию имени Фрунзе (1934).

Брагин Михаил Григорьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D1% ... 0%B8%D1%87

1772 ҫулта вӑл Ҫӗпӗрте никельпе хутӑш пысӑк тимӗр катӑкӗ ӳкни ҫинчен Петербургри наукӑсен Академине пӗлтернӗ; ҫав тимӗр катӑк 39 пӑт та 28 кӗрепенкӗ (урӑхла каласан, 140 килограма яхӑн) туртнӑ.

В 1772 году он сообщил в Петербургскую Академию наук, что в Сибири упала глыба железа с примесью никеля; весила она 39 пудов 18 фунтов (то есть около 640 килограммов).

Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Кашни шкул ачин, хӑй пурӑннӑ вырӑнтан аякра та мар метеорит ӳкни ҫинчен пӗлсен, шырама каймалла е ун ҫинчен ҫывӑхри обсерваторине е Наукӑсен академине пӗлтермелле.

Каждый школьник, узнав о падении метеорита вблизи того места, где он живет, должен организовать поиски и обязательно сообщить об этом случае в ближайшую обсерваторию или Академию наук.

Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Манӑн халь пекарньӑра ӗҫлемелле, булкӑсене хваттерсем тӑрӑх, академине тата «благороднӑй хӗрсен институтне» леҫсе ҫӳремелле пулчӗ.

Мне приходилось работать в пекарне, носить булки по квартирам, в академию и в «институт благородных девиц».

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Кӑмакаран турттарса сутмалли ҫӑкӑра кӑларсан, эпӗ вӑрӑм хӑма ҫине вунӑ-вуникӗ кулач ҫаврашкине хуратӑп та, вӗсене васкасах Деренков лавкине илсе каятӑп, каялла тавӑрӑнсан вара икӗ пӑт кӗрекен корзинкӑна булкӑсемпе, сдобнӑйсемпе тултарса духовнӑй академине, студентсем ирхи чей ӗҫиччен ӗлкӗрме васкаса чупатӑп.

Вынув из печи весовой белый хлеб, я кладу на длинную доску десять, двенадцать короваев, и поспешно несу их в лавочку Деренкова, а возвратясь назад, набиваю двухпудовую корзину булками и сдобными, и бегу в Духовную академию, чтоб поспеть к утреннему чаю студентов.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Манӑн академине каймаллаччӗ — эпӗ университета кайрӑм.

Должен был итти в академию — пошел в университет.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех