Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автан сăмах пирĕн базăра пур.
автан (тĕпĕ: автан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман сӑмаха асра тыт: ҫапӑҫакан автан кикирекки яланах юнлӑ… — асӑрхаттарчӗ Осетров.

А у драчливого кочета, попомни мое слово, гребень всегда в крови… — предостерегающе сказал Осетров.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, Устин, ачаранпах, ҫапӑҫакан автан пек, пуринпе те тӳпелешетӗн.

Ты с мальства, Устин, со всеми схватываешься, как драчливый кочет.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн ун тавра автан пек ҫӳретӗн?

Чего ты вокруг нее кочетом ходишь?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Щукарь ҫаврӑнса пӑхрӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнипе, хӑйне кӳрентерекен ҫын ҫине халех автан пек сиксе ӳкесле пӑхрӗ, пичӗ-куҫӗ усалланса кайнӑ хӑйӗн.

Щукарь поворачивается, лицо его изуродовано несказанной злобой, кочетиной решимостью броситься на обидчика.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ушкӑн варринче, ҫунаттисене саркаласа хурса, икӗ автан утса ҫӳреҫҫӗ, пӗри — хӗп-хӗрлӗскер, тепри — хура куракӑнни пек симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан йӑмӑх-хура тӗклӗ.

В кругу, распустив крылья, ходят два кочета: один — ярко-красный, другой — оперенный иссиня-черным, грачиным пером.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Асту, — тет, — сухана тухнӑ ҫӗре пӗр супне ҫӑмарта туса хатӗрлеччӗр, унсӑрӑн сана хӑвна автан вырӑнне таптаттаратпӑр», — тет.

«Гляди, говорит, чтоб к пахоте кошелку яиц нанесли, а то самого тебя заставим курей топтать!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сехет вырӑнне килсерен пӗрер автан та пулин хӑвармаллаччӗ пӗреххут…

Хучь бы по кочету на двор оставить заместо часов…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫатан карта алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнӑ, вӑрӑм ҫӗр тӑршшинче автан сасси те пулин илтӗнмест; ҫӗр хута выртса мӗн вӑхӑт ҫитнине те пӗлме ҫук.

Распахнуты хворостяные ворота, и даже кочетиного голоса не слышно за всю долгую ночь; не по чем определить время и течение ночи.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн ҫуркунне тӗлне хуторта вӑкӑр мӗкӗрнине те, автан авӑтнине те илтеймӗпӗр, — терӗ савӑнса кайнӑ Нагульнов, протокола папка ӑшне чиксе хунӑ май.

А то к весне ни бычьего мыку, ни кочетиного крику в хуторе не услышишь, — говорил обрадованный Нагульнов, пряча протокол в папку.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лупас айӗнче шуйттан сассиллӗ автан авӑтать.

В сарае голосил дьявольски горластый петух.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тытӑнчӗҫ, тытӑнчӗҫ! — Федя сиккелесе автанла авӑтса ячӗ, сасси те ун ҫав тери хытӑ, пӗрре те автан сасси пек тухмарӗ, кӗҫех пӗтӗм чӑхсене хӑратса пӗтерчӗ.

— Пошли, пошли! — запрыгал Федя и зачем-то закричал петухом, да так громко и непохоже, что едва не спугнул всех кур.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑп ҫак самантра, Санька илсе килнӗ хура-хӑмӑр автан, пӗр нӑрра сӑхса илчӗ, теприне сӑхрӗ, унтан пуҫне каҫӑртса, ҫӗнӗ вырӑнта мӗнпе ырӑ курмалли пуррине пӗлтересшӗн пулнӑ пекех, авӑтса ячӗ.

Но тут бронзовый петух, принесенный Санькой, склюнул одну черепашку, другую, потом запрокинул голову и горласто возвестил, что на новом месте есть чем поживиться.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗнмелле паттӑрланса кайнӑскер вӑл ун ҫинелле автан пек сике-сике пычӗ.

Необычайно воинственный и решительный, он налетал на него, как молодой петушок.

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан ним курми пулнипе пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа, пуҫне пӑркаласа тӑчӗ, унтан кӑтӑрса кайса мӑйракипе ҫӗре чакалама тытӑнчӗ.

Ослепленный Петушок закружился на месте, замотал головой, потом принялся яростно буравить рогом землю.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан мӗкӗрсе, сӗлекине юхтарса, каллех ӑна тӗкме хатӗрленчӗ.

Петушок, храпя и брызгая слюной, уже нацеливался для нового удара.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан хайхи, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗскер, мӑйракипе ҫав тери вӑйлӑн пырса тӗкрӗ, ача айккинелле вӑркӑнса, лапах ҫӗр ҫине персе ӳкрӗ.

Но Петушок, изловчившись, наконец с такой силой наподдал рогом, что мальчик отлетел в сторону и распластался на земле.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Автан Санькӑран урӑх никама та асӑрхамасть.

Но Петушок, кроме Саньки, никого не замечал.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федя ӑна ҫавӑрса тытрӗ те Автан патнелле ыткӑнчӗ.

Схватил ее и бросился к Петушку.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан самантлӑха чарӑнчӗ пуҫне силлекелесе илчӗ, сасартӑк малтанхинчен те тискерленсе каллех хӑвала пуҫларӗ.

Петушок на мгновение приостановился, потряс головой и вдруг с неожиданной резвостью кинулся в погоню.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, ну, Автан, чарӑн ӗнтӗ, калле кай!

— Ну-ну, Петушок, цыц, назад!..

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех