Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авантарах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫавӑнтах: — Чӑнах та, ӑна чарсан авантарах пулӗ, — терӗм.

— Хорошо бы это прекратить, — сказал я.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Инструктор юлташсем тата лайӑхрах ӗҫлӗр, вӗҫев техникине тата авантарах алла илӗр, хӑвӑр та вӗренсе пырӑр, курсантсене те тӑрӑшса вӗрентӗр!

Работайте, товарищи инструкторы, ещё лучше, ещё тщательнее отрабатывайте технику пилотирования, свою и курсантов!

5. 1941 ҫулхи июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑв авантарах пӗлетӗн пулӗ…

Тебе виднее…

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пуҫару вӑл аван япала, анчах малтан авантарах вӗренес пулать.

Инициатива — дело хорошее, но сначала надо научиться.

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Епле пулсан та авантарах анса ларас килет.

Хочется сесть как можно красивее.

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Шкулта пушшех те авантарах вара — унтан тухас та килмест!

А из школы так бы и не выходил — хорошо там стало!

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Килте туратсене хӗреслӗ хурса купалатӑп — ҫапла тусан вӗсем авантарах типеҫҫӗ.

Дома складываю ветви клетками — надо их подсушить.

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Партизансем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлеҫҫӗ, — камӑн землянки авантарах та илемлӗрех пулӗ, тесе ӑмӑртаҫҫӗ.

Строили партизаны, соревнуясь друг с другом — у кого будет лучшая землянка.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӑшмана хирӗҫ кунтах ҫапӑҫу пуҫласа яма усси ҫук, Каменка тӗлӗнчен нимӗн систермесӗр иртсе кайсан авантарах пулать.

Вступать в бой здесь не представляло смысла, надо было проскользнуть мимо Каменки незаметно.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пире ҫакӑнта чарӑнса вырӑнаҫсан авантарах пулать: кунтан хамӑр район инҫех мар, кирлӗ пулсан, кирек хӑҫан та унта тавӑрӑнма пултаратпӑр, кунсӑр пуҫне тыл та кунта шанчӑклӑ — Брянск вӑрманӗ.

Нам представилось выгодным обосноваться здесь: не отрывались от своего района, всегда имели возможность вернуться туда, и в то же время у нас был надёжный тыл — Брянские леса.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Ӑнлантӑм, Дзержинский юлташ, — терӗм эпӗ, — анчах полицине хӑйне кӑмакана чиксе хурсан авантарах пулнӑ пулӗччӗ.

— Понятно, товарищ Дзержинский, — сказал я, — только бы лучше полицию в печь.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Унтан авантарах вырӑн эпир ниҫта та тупас ҫук!

Более удобного места судьба не могла нам предоставить.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ун пек вуличчен ҫӗнӗрен тепӗр хут вуласа тухсан авантарах пулать.

Лучше снова прочесть сначала.

Ҫитӗннисене пӗлсе тӑма // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Халӗ камсене хӑнана чӗнесси ҫинчен шутласа пӑхсан авантарах пулӗ.

— Давай-ка лучше сообразим, кого же мы в гости позовём.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Эпӗ пуҫа каҫӑртса, ачасем ҫине кӑшкӑркаласа ҫӳрерӗм, хам ҫав вӑхӑтрах каска ҫинчи кукшапуҫсем ҫумне хирти хӗрлӗ мӑкӑнь е тюльпан чечекне хушсан авантарах пуласси ҫинчен шухӑшларӑм.

Высоко подняв голову, я покрикивал на ребят, а сам думал о том, что к одуванчикам на каске хорошо бы прибавить красный полевой мак.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла тӑвиччен, кӑшкӑрса макӑрсан авантарах пулӗччӗ…

Если бы она заплакала навзрыд, было бы лучше.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӳлӗмре ҫав тери ырӑ шӑршӑ кӗрет, ҫуркуннехи ҫеҫенхиртинчен те авантарах.

В комнате пахло духами, откуда-то доносилась тихая музыка.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Эпӗ пӗтиччен зсӗ пӗт, ку авантарах пулӗ…»

«Пропадай же, — говорит, — лучше ты, чем я…»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Кӑвакарчӑнсем илсен авантарах, — терӗм эпӗ, хамӑн сас чӗтренине пытарма тӑрӑшса.

— Голубей лучше купить, — сказал я, стараясь подавить слезы.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вара турккӑ салтакӗсен аллине лекме пултарнинчен авантарах пулӗ.

Это лучше, чем рисковать попасть в лапы башибузукам.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех