Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ЯХПК (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Цивиль», «Агат» тулли мар яваплӑ обществӑсем, Киров ячӗллӗ ЯХПК нумай ҫул ӳсекеннине вӑхӑтра апатлантарчӗҫ.

Открытые ответственные общества "Цивиль", "Агат", ЯХПК имени Кирова своевременно проводили подкормку многолетних трав.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Акӑ, тӗслӗхрен, «Труд» ЯХПК кӑтартӑвӗсем аван.

Так, например, хорошие показатели у СХПК "Труд".

Уй-хирте // И.МИННЕТУЛЛИН. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Юрий Анатольевич евӗр механизаторсем тата та нумайрах пулсан ӗҫӗ те ӑнӑҫлӑрах пурнӑҫланӗччӗ, - мухтаса калать Ю.Белков пирки «Восток» ЯХПК ертӳҫи Валерий Михеев.

"Побольше бы таких механизаторов как Юрий Анатольевич,тогда и работа была бы еще успешней," - похвалил Ю.Белкова руководитель СХПК "Восток" Валерий Михеев.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

«Единая Россия» партин Тавне тата парнине Алексеев хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Б.Алексеева, «Чутеевский» ЯХПК бухгалтер-кассирне Надежда Филиппована панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотиллӗ «Акконд-агро фирма» обществӑн машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Галина Васильевна Семина, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑх осеменаторӗ Анжела Васильевна Чернова, Грачев хресчен фермер хуҫалӑхӗн пӑру пӑхаканӗ Зоя Алексеевна Шашкова, «Чутеевский» ЯХПК машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Валентина Сергеевна Филиппова, ял хуҫалӑх ветеранӗ Анатолий Васильевич Салканов пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Чӑваш Республикин Тав хучӗсемпе «Красная Чувашия» ЯХПК механизаторне Владимир Алексеевич Афанасьева, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑхӗнчи Владимир Ильич Алексеева, Тӗмерти вӑтам шкулӑн канцеляри ӗҫне тӑвакан Людмила Семеновна Григорьевана, «Дружба» ЯХПК председательне Иван Васильевич Зубова чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Район пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин ертсе пыракан ӗҫлӗ ушкӑн «Труд» ЯХПК тата «Слава картофелю» агрофирма ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, уй-хирте ӗҫсем мӗнле пынипе кӑсӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Светлана Георгиевна ун хыҫҫӑн Муркаш районӗн пуҫлӑхне, Ильич ячӗллӗ ЯХПК председательне Игорь Николаева сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

ЧР ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Л.Шерне /«Чутеевский» ЯХПК/ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче нумай ҫул ӳсекен курӑка /250 гектар/ апатлантарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Акӑ, Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗн, «Слава» ЯХПК ӗҫченӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тухнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Восток» ЯХПК председательне Валерий Михеева хуҫалӑхӑн машинӑпа трактор паркӗнче тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа пӗрлех кунта Илдус Миннетуллин «Асаново» ЯХПК кредитсемсӗрех ӗҫлеме пултарни савӑнтарнине, хуҫалӑх ферми республикӑра сӗт сӑвассипе 1-мӗш вырӑнта ҫирӗпленнине каласа хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Асаново» ЯХПК председателӗ Александр Бахтеров каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул кӗрхи культурӑсене 142 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, калчасем аван хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Республика Пуҫлӑхӗ «Комбайн» ЯХПК ҫӗрӗ ҫинче чарӑнса илмесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫамрӑксенчен «Клевер» ООО директорӗ Ростислав Турхан, пенси ҫулне ҫывхарса пыракан Юрий Алексеев /«Комбайн» ЯХПК ертӳҫин ҫумӗ/ тата ыттисем ӑста вылянине палӑртса хӑварма пулать.

Куҫарса пулӑш

Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сӑмах май, Киров ячӗллӗ ЯХПК ертӳлӗхӗ ҫамрӑксене хавхалантарас тӗллевпе ҫулсеренех ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине илмешкӗн кандидат тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех