Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эльба сăмах пирĕн базăра пур.
Эльба (тĕпĕ: Эльба) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Алексей Лукич Эльба патӗнче выртса юлчӗ, — терӗ Степан, — пытарасса та унтах пытарчӗҫ.

— Алексей Лукич лег под Эльбой, — рассказывал Степан, — там его и схоронили.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпир ҫеҫ мар, пирӗн хушӑра артиллеристсем те, Эльба урлӑ кӗпер хывса панӑ саперсем те, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑк салтаксем те, хӑйсен пулас чаҫӗсене хӑваласа ҫитейменскерсем, пур.

И не только мы — рядом артиллеристы, саперы, наводившие переправы на Эльбе, новички двадцать седьмого года, не догнавшие свои будущие части.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Панӑ вара пирӗннисене команда: Эльба таран американецсене кӗртмелле, тесе.

Теперь нашим команда: до Эльбы американцев пустить.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь эпир Эльба ҫыранӗ хӗррипе сухалаялла ҫул тытрӑмӑр.

Теперь мы двигались влево по берегу Эльбы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир Эльба ҫине каятпӑр пуль тесе шухӑшланӑччӗ, чӑнах та, ун ҫыранӗ патнех тухрӑмӑр эпир, анчах понтон кӗпер патӗнче ӑнланмалла мар япала тӗл пултӑмӑр: пирӗн ҫарсем кӗпер урлӑ каялла каҫаҫҫӗ иккен — Риза хулинелле.

Мы считали, что едем за Эльбу, и верно, выехали на набережную, но возле понтонного моста творилось непонятное: наши войска двигались обратно в Ризу.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эльба урлӑ хывнӑ понтон кӗпер тӑрӑх пирӗн ҫарсемпе техника куҫать.

Через Эльбу по понтонному мосту шли войска и техника.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эльба ҫинче эпир тӑшмана сирсе ывӑтасса кӗтеҫҫӗ.

Ждали нашего очередного прорыва на Эльбе.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эльба юханшывӗ хӗрринче американсемпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

1 Наполеон епле чее пулнӑ пулин те, — вӗсенчен иккӗшӗнчен чылай чеерех, тата ҫавӑн пек чее пулнипе пӗрлех ун генилле ӑс-тӑн пулнӑ теҫҫӗ, — хӑйне чаплӑн, улталаса Эльба патне ҫитнӗ, ӑна унпа ҫеҫ сахал пек туйӑннӑ, инҫетерех каясси килнӗ, вара вӑл, хӑйне ултала-ултала, Св. Елена ҫине ҫитме ӗлкӗрнӗ!

А Наполеон I как был хитр, — гораздо хитрее их обоих, да еще при этакой-то хитрости имел, говорят, гениальный ум, — а как мастерски провел себя за нос на Эльбу, да еще мало показалось, захотел подальше, и удалось, удалось так, что дотащил себя за нос до св. Елены!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех