Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шантарса (тĕпĕ: шантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗнчен мӗн килнине пӗтӗмпех тума шантарса кайрӗ те вӑл — эпӗ вара тата ытларах канӑҫсӑрланатӑп.

Пообещав сделать все от него зависящее, он ушел, а я остался в еще большей тревоге.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл кашни минутра тенӗ пекех хӑйпе юнашар тӑракан ватӑ та шур сухаллӑ полковник еннелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкалать, лешӗ кашнинчех хӗрлӗ сухаллӑ оратор тӗрӗс каланине шантарса, хӑйӗн ҫӳҫсӗр ҫаврака пуҫӗпе ӑна ырланӑ пек сулланкаласа тӑрать.

Он поминутно оборачивался в сторону своего соседа — старенького, седого полковника, который каждый раз, как бы удостоверяя правильность заключений рыжего оратора, одобрительно кивал круглой лысой головой.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Калаҫатчӗҫ, килӗнче ӑна арча ҫине мӗнле улӑхтарса лартмаллине те пӗлмен, тӗрлӗ парнесем илсе тултарнӑ, амӑшӗ ывӑлӗнчен текех апла тармасси ҫинчен чаплӑ сӑмах илнӗ те, ҫӑва тухас умӗн ӑна монтекристо текен пӑшал илсе парӑпӑр тесе шантарса сӑмах панӑ, тетчӗҫ.

Говорят, что дома не знали, куда его посадить, накупили ему подарков, а мать, взяв с него торжественное слово больше не убегать, пообещала купить ему к лету ружье монтекристо.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сывалас пирки шантарса калаймастӑп сире.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Вӑл питӗ йывӑр, сывлӑхӗ унӑн питӗ начар. Никам та ним енчен те шантарса каламасть. Унӑн ытти чир-чӗрсем пулни лару-тӑрӑва йывӑрлатать», — тенӗ кӑларӑмпа калаҫнӑ ҫын.

«Он в очень тяжелом состоянии, критическом. И никаких гарантий никто не дает, Все осложняют сопутствующие болезни», — сказал собеседник издания.

Владимир Жириновские ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30988.html

Саша килте Тоньӑпа калаҫса пӑхма шантарса колхоз председателӗпе сывпуллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Куна вӑл, Ленин та илттӗр тата хӑй шантарса каланӑ сӑмаха тепӗр хут ҫирӗплеттӗр тесе, ҫапла хыттӑн ыйтрӗ.

Он спросил это довольно громко, чтобы Ленин услышал и еще раз подтвердил свое обещание.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӗсем шантарса та вӗҫкӗнленсе пакӑлтатнӑ сӑмахсем обывателӗн пуҫне ҫавӑрса ярса минретнӗ.

Их посулы и фразы туманили обывателю голову.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Эпӗ шантарса нимӗн те калаймастӑп, анчах ӑна ҫӑлас тесе хамран мӗн килнине йӑлтах тӑвӑп.

— Я сделаю всё, что в моих силах, но ничего не могу обещать.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапах та асӑннӑ ҫӗршывсенче пулма ӗмӗтленекенсем вӗсем пирки урӑхла шутлаҫҫӗ пулсан, эпӗ тупа тусах асӑннӑ ҫӗршывсенче манччен пӗр европеец та пулса курман тесе шантарса калама пултаратӑп.

Однако если те, кого это ближе касается, считают нужным держаться другого мнения, то я готов засвидетельствовать под присягой, что ни один европеец не посещал этих стран до меня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн пӗтӗм чун-чӗререн ҫакӑн пек закон кӑларттарас килет: ҫав закон тӑрӑх, кашни ҫулҫӳревҫӗ хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пичетлесе кӑларма ирӗк илес умӗн лорда е верховнӑй канцлера тупа тутӑрччӗ, ҫав тупара вӑл хӑй пичетлесе кӑларма хатӗрлекен кӗнекере пурин ҫинчен те хам курнисем ҫинчен тӗрӗс ҫыртӑм, тесе шантарса каланӑ пултӑрччӗ.

От всей души я желал бы издания закона, который обязывал бы каждого путешественника перед получением им разрешения на опубликование своих путешествий давать перед лордом верховным канцлером клятву, что все, что он собирается печатать, — безусловная истина.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӑл мана акӑ мӗн ҫинчен асӑрхаттарчӗ: эпӗ чӗреренех тӗрӗслӗхе хисеплетӗп пулсан, манӑн ӑна хам урӑх тарма шутламанни ҫинчен шантарса тӗрӗс сӑмах каламалла, унсӑрӑн вӑл мана Лиссабона ҫитичченех хам каютӑра питӗрсе пыма пултарать.

Но он заявил, что раз я питаю такую глубокую привязанность к истине, то должен дать ему честное слово не покушаться больше на свою жизнь во время этого путешествия, иначе он будет держать меня под замком до самого Лиссабона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑна эпӗ «суя» сӑмах мӗне пӗлтернине те манса кайма пултарни ҫинчен, гуигнгнмсен ҫӗршывӗнче пин ҫул хушши пурӑнсан та, унта чи япӑх тарҫӑ та суйса каланине илтме пултарас ҫукки ҫинчен шантарса каларӑм.

Я уверил его, что я почти забыл значение слова «ложь» и что, проживи я в Гуигнгнмии хотя бы тысячу лет, я никогда бы не услышал там лжи даже от самого последнего слуги.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл чуна пырса тивекен сӑмахсемпе шантарса калаҫрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ майӗпенех унпа килӗшекен пултӑм, унпа кӑшт та пулин ӑс-тӑн пур чӗрчунпа калаҫнӑ чухнехи пек калаҫма пуҫларӑм.

Он говорил так трогательно и убедительно, что мало-помалу я согласился обращаться с ним, как с животным, наделенным малой крупицей разума.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран маншӑн пурне те тума хатӗрри ҫинчен шантарса каларӗ.

Он уверил меня, что его единственное желание — оказать мне всяческие услуги, какие в его силах.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫыран ҫине тӑратса хӑваракан матроссем мана, те шантарса, те ултавлӑ майпа, ҫак ҫӗршыв хӑш енче пулнине хамӑр та пӗлместпӗр, тесе тупа турӗҫ.

Матросы, высадившие меня на берег, с клятвами, искренними или притворными, уверяли меня, что они сами не знают, в какой части света мы находимся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Министр хӑйӗнчен мӗн ыйтнине пурнӑҫа кӗртме пулса шантарса сӑмах пачӗ пулсан, ҫав ҫыннӑн вара ҫав тери асӑрханса пурӑнмалла пулать.

Берегитесь, если он даст обещание исполнить вашу просьбу и подтвердит его клятвой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хама итлекен хуҫана эпӗ хам сӑмахсемшӗн хӑй малтанах ҫиленес ҫук пирки шантарса калани ҫинчен асӑрхаттартӑм.

Я прошу моего слушателя помнить свое обещание и не обижаться на меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна вӑл мана ҫиленмест пулсан ҫеҫ, хӑй ҫиленес ҫукки пирки шантарса сӑмах панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хамӑн калава малалла тӑсма пултаратӑп тесе ответлерӗм.

Я ответил ему, что только в том случае решусь продолжать рассказ, если он даст мне честное слово не обижаться, что бы он ни услышал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Император шантарса каланӑ тӑрӑх, ҫапла тумасан, хам ҫуралнӑ ҫӗршыв ҫыннисем, голландецсем, эпӗ вӗсен йӑлине туманнине пӗлсен, ҫул ҫинче манӑн пыра та касса татма пултараҫҫӗ.

Ибо если мои соотечественники-голландцы узнают, что мне удалось освободиться от выполнения этой церемонии, они, по уверению императора, перережут мне по дороге горло.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех