Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шалу сăмах пирĕн базăра пур.
Шалу (тĕпĕ: шалу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалу укҫине хама пӗр тенкӗ илсе юлмасӑр, пӗтӗмпех сана паратӑп, — терӗм ҫакна чӑтса тӑраймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Александр атте, ав, татах шалу чакарассипе хӑратать, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Якур вӗренсе тухса учителе кӗрсен, шалу илекен пулӗ-и тесе ӗмӗтленсеттӗм те — пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем ниепле хута ӗненмесӗр, шалу укҫи илсенех, кӗтекен хаклӑ ҫыннисем валли лесничество лавккинчен мӗн те пулин илсе хуратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Комсомолецсене шалу тӳлеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Агрофирма ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ, тырпул пухса кӗртнӗ чух шалу тата пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Хуҫалӑхӑн тупӑш пайӗ хӑпарнӑ, ӗҫлекенсен шалу укҫи пысӑк пулни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

— Мана ҫӗрпӳ тесе патша шалу тӳлемест.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

- Республика экономикинче вӑй хуракансен вӑтам ӗҫ укҫи чухлӗ /пӗлтӗр вӑл 20950 тенкӗ пулнӑ/ шалу тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

«Коллективсенче мана шалу палӑртнӑ кун паман тӗслӗхсем ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене тӗплӗн тишкермелле», - терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Шалу илместӗп эп сиртен.

Жалованье у вас я не получаю.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унта шалу та нумай тӳлеҫҫӗ тет!..»

Говорят, там жалованье платят большое.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шалу хурӑпӑр сире.

Положим вам жалованье.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Фермӑра ӗҫлекенсене хавхалантарма шалу тӳлессине те ҫӗнӗлле йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Перекетленнӗ укҫа-тенкӗ вара механизаторсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатма тата шалу виҫи ҫине те ырӑ витӗм кӳме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/

Ҫав шутра «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хушма пӗлӳ паракан учрежденисене аталантаратпӑр, воспитательсемпе педагогсене ҫӗнӗлле ӗҫлемешкӗн, тивӗҫлӗ шалу илмешкӗн условисем туса паратпӑр.

В том числе в рамках национального проекта «Демография», развиваем сеть учреждений дополнительного образования, создаем условия, чтобы воспитатели и педагоги были вовлечены в инновационную образовательную деятельность, внедряли передовые практики в работу, а их труд оплачивался достойно.

Олег Николаев воспитатель кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/27/ole ... atelya-i-v

Шалу ҫумне хушса тӳлеме пултарӗҫ е савнӑ ҫын кӗтмен парнепе савӑнтарӗ.

Вполне возможна прибавка к зарплате и сказочный сюрприз от любимого человека.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах куншӑн тивӗҫлӗ шалу парасса кӗтмелле.

Однако достойной оплаты за свои труды придется подождать.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре шалу ӳстерессе е пысӑкрах должноҫ сӗнессе кӗтме пултаратӑр.

На работе возможно повышение зарплаты или повышение в должности.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куншӑн тивӗҫлӗ шалу ыйтма ан вӑтанӑр.

Не бойтесь просить за них хорошую оплату.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех