Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Шавлӑ (тĕпĕ: шавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗнтӗ тимлӗрех те сисӗмлӗрех, ун умӗнчен нимӗн те курӑнмасӑр иртсе кайма пултараймасть, Вӑл ӗнтӗ ҫивӗччӗн те усаллӑн кулма хӑять, ҫавӑнпа та хайхи питӗ сарлака кӑвак шлепкеллӗ ҫын, хӑйне кулса йӗпленине курса, шавлӑ сӑмахсемпе тиврете-тиврете илнине туйса, утӑмне хӑвӑртлатать.

Она становится теперь чуткой и восприимчивой - ничто новое для нее не проходит мимо не замеченное ею, Она теперь осмеивает резко и зло, и человек в слишком широкой серой шляпе должен ускорить шаги под насмешливыми уколами ее взглядов и бичами ее восклицаний.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.

Его всё занимает: цветы, густыми ручьями текущие по доброй земле, ящерицы среди лиловатых камней, птицы в чеканной листве олив, в малахитовом кружеве виноградника, рыбы в темных садах на дне моря и форестьеры на узких, запутанных улицах города: толстый немец, с расковырянным шпагою лицом, англичанин, всегда напоминающий актера, который привык играть роль мизантропа, американец, которому упрямо, но безуспешно хочется быть похожим на англичанина, и неподражаемый француз, шумный, как погремушка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Грузчиксем ӗҫ пӑрахсан, шавлӑ ушкӑнсемпе гавань тӑрӑх сапаланса кайсан, вӗсем, усламҫӑсенчен тӗрлӗрен ҫимеллисем илсе, унтах ҫул ҫинчи сулхӑн кӗтессене майлашса ларсан, — гавань халӑхӗ лайӑх пӗлекен, тӗнче каснӑ ватӑ кашкӑр, ӗҫкӗрен уйрӑлман каскӑн этем, хӑюллӑ вӑрӑ — Гришка Челкаш курӑннӑ.

Когда грузчики, бросив работать, рассыпались по гавани шумными группами, покупая себе у торговок разную снедь и усаживаясь обедать тут же, на мостовой, в тенистых уголках, — появился Гришка Челкаш, старый травленый волк, хорошо знакомый гаванскому люду, заядлый пьяница и ловкий, смелый вор.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Участокра Санькӑна ачасен шавлӑ ушкӑнӗ ҫавӑрса илчӗ.

На участке ребята шумной гурьбой окружили Саньку.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Контора шавлӑ кӗтесре ларать.

Контора стояла на бойком углу проулка.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп сывалнӑ хыҫҫӑн ватӑ Мануйлиха чӑтма ҫук йӗрӗнчӗкле пулса кайрӗ, мана ялт уҫӑ курайманлӑхпа кӗтсе илме пуҫларӗ, — эпӗ хаттӑра ларатӑп пулсан, кӑмакари чӳлмекӗсене ҫав тери ҫиллес, ҫав тери шавлӑ хаярлӑхпа куҫаркалать, — ҫавӑнпа эпир Олеҫҫӑпа кашни каҫах вӑрманта курнӑҫма кӑмӑл турӑмӑр…

Старая Мануйлиха стала после моего выздоровления так несносно брюзглива, встречала меня с такой откровенной злобой и, покамест я сидел в хате, с таким шумным ожесточением двигала горшками в печке, что мы с Олесей предпочитали сходиться каждый вечер в лесу…

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Шавлӑ истори-и?

Громкое событие?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан ун умӗнче пурнӑҫӑн хаваслӑ та хурлӑхлӑ вак пайӗсем пулса иртеҫҫӗ: ачана тӗне кӗртнисем, менельниксем, ҫемье праҫникӗсем, типӗ тытас умӗнхипе ун хыҫҫӑнхи эрнесем, шавлӑ апатсем, хурӑнташсене пуҫтарса тунӑ ӗҫкӗсем, сывлӑх суннисем, тав тунисем, чӑнласах макӑрнисем, ӑшшӑн кулнисем.

Потом потянулась пестрая процессия веселых и печальных подразделений ее: крестин, именин, семейных праздников, заговенья, разговенья, шумных обедов, родственных съездов, приветствий, поздравлений, официальных слез и улыбок.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов пӳрнине те хускатмасть, хӑй умӗнчи ҫивӗч те канӑҫсӑр, шавлӑ хӑнана сӑнама, итлеме пултарать.

Обломов мог слушать, смотреть, не шевеля пальцем, на что-то бойкое, движущееся и говорящее перед ним.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав каҫ «Боярин» ҫинче уйрӑмах хаваслӑ та шавлӑ иртрӗ.

В этот вечер на «Боярине» было шумно и весело.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Кунта ҫав тери шавлӑ, никам та нимӗн те илтеймӗ.

здесь все так шумит, что никто об этом не узнает.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Нумай ҫиекен хулӑн доктор хӑй пӳлӗмӗнчен мӑшӑлтатса тухатчӗ, лапсӑркка кӗрӗкпеччӗ вӑл, кӗрекере вырӑн йышӑннӑ чух, ытла куҫ умне ӳкекен вырӑна лараймасан та, чи шавлӑ ҫӗре вырнаҫатчӗ.

Толстый доктор-едок выползал из своей комнаты в огромной шубе-кухлянке и занимал за столом если не наиболее видное, то, во всяком случае, наиболее шумное место.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн стрелок-радист чайка-бургомистрсем ҫинчен таҫта вуланӑ та, пирӗн инкекех вӗт, таҫтан пӗр мӑшӑр тем пысӑкӑш кайӑксем тупнӑ, ҫав кайӑксем пурин йӑвисенчен те уйрӑларах урӑх ҫӗрте тӑнӑ та, шавлӑ пасарта йӗрке пултӑр тесе пӑхса тӑнӑ пек курӑннӑ.

Но стрелок-радист, где-то читавший о чайках-бургомистрах, на беду нашёл пару этих огромных птиц, сидевших отдельно над общим гнездовьем и как будто с важностью наблюдавших за порядком на шумном базаре.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Офицерсен шавлӑ та ҫутӑ клубӗнче эпир пуҫӑмӑра сӗнксе ларатпӑр.

Опустив головы, сидели мы в светлом, шумном офицерском клубе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрҫӑпа хӗрсе ҫитсе хӑвна ху палламасӑр шӑлна ҫыртатӑн та, ҫав тӗрлӗ тӗслӗ те шавлӑ тамӑка вӗҫсе кӗретӗн!

Сжав зубы, не узнавая себя в азарте боя, лезешь ты в этот шумный, разноцветный ад!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катаранах эпӗ картузлӑ пӗр лӳппер ҫынна асӑрхарӑм, тӑваткӑл хулпуҫҫиллӗ пальтопаччӗ вӑл, хӑй улӑхмастчӗ, ҫак шавлӑ машина ӑна хӑҫан-ха ҫӳле ҫӗклетсе ҫитерӗ тесе, кӑмӑлне хывнӑ чухнехи пек кӗтсе, ишсе пыратчӗ.

Издалека приметил я грузного человека в толстой кепке, в пальто с широкими квадратными плечами, который не поднимался, а плыл, вырастал, снисходительно дожидаясь, когда доставит его наверх эта шумная машина.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ман кукамая пӗр самантрах тулса ҫитнӗ пӗчӗк перронри шавлӑ ушкӑнсенчен сыхла-сыхла ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса килет…

бабушка, которую Саня почтительно ведёт под руку, оберегая от шумной толпы, сразу заполнившей небольшой перрон…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи каҫӑн чӑрсӑр та шавлӑ айкашӑвӗ халь ӗнтӗ ывӑнтаракан, пӗр шухӑшлӑ тӑрӑшупа улшӑнчӗ.

Шумная и лихая суматоха первой ночи сменилась теперь изнурительной, суровой сосредоточенностью.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Кам пӗлет, пионерсем чӑнах та ҫавнашкал шавлӑ, энергиллӗ, кӑшкӑрашсах тӑракан вожатӑйсене юратаҫҫӗ пуль?» тенӗ.

«Кто знает, — думала я, — может быть, пионеры любят именно таких — шумных, энергичных, покрикивающих».

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Гриша Фабер каланӑ тӑрӑх, ку ӗнтӗ чӑн-чӑн пысӑк театр пулмалла пек, актерӗсем унта пурте чаплӑ шурӑ гетрсемпе ҫӳреҫҫӗ, калаҫасса та шавлӑ та лайӑх калаҫаҫҫӗ.

Если судить по Грише Фаберу, можно было представить, что это большой, настоящий театр, в котором все актёры носят такие же шикарные белые гетры и так же громко, хорошо говорят.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех