Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чутай сăмах пирĕн базăра пур.
Чутай (тĕпĕ: чутай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек муниципалитет пӗрлӗхӗсем Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал ен, Хӗрлӗ Чутай районӗсен территорийӗнче ытларах вырнаҫнӑ.

Такие муниципальные образования расположены преимущественно на территории Батыревского, Вурнарского, Ибресинского, Канашского, Комсомольского, Красночетайского районов.

Чӑваш Республикин территорийӗнче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма аталантармалли концепцие сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=18 ... fbd9c17920

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче пурӑнакансем шыв ҫуккипе нушаланаҫҫӗ.

Жители села Малые Атмени Красночетайского района страдают от отсутствия воды.

Этменсен шыв ҫуккине прокуратура асӑрханӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/27874.html

Ҫитес ҫул Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем хушшинчи хытӑ сийлӗ ҫулсӑр сыпӑка пӗтерме палӑртатпӑр.

В следующем году у нас в планах устранить разрыв между Аликовским и Красночетайским районами.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Чир ернӗ ҫынсен шучӗпе лару-тӑру ҫак администраци территорийӗсенче уйрӑмах япӑх: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем.

Куҫарса пулӑш

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чурпай ялӗ пуррине район ҫыннисем те пурте пӗлместчӗҫ-ха нумаях пулмасть.

Не все жители района знали, что в Красночетайском районе есть деревня Чербай.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Конкурса хутшӑнакансене - Диана Сосновӑна /Елчӗк районӗ/, Анжела Анисимовӑна /Йӗпреҫ районӗ/, Карина Григорьевӑна /Тутарстан, Элмет районӗ/, Анна Кирилловӑна /Шупашкар районӗ/, Елизавета Сергеевӑна /Куславкка районӗ/, Ольга Зайцевӑна /Канаш хули/, Анастасия Гурьевӑна /Тӑвай районӗ/, Мария Самделовӑна /Патӑрьел районӗ/, Олеся Никитинӑна /Вӑрнар районӗ/, Диана Карповӑна / Комсомольски районӗ/, Марина Арсентьевӑна /Ҫӗрпӳ районӗ/, Инесса Шашкинӑна /Элӗк районӗ/, Анна Васильевӑна /Красноармейски районӗ/, Ксения Федотовӑна /Сӗнтӗрвӑрри районӗ/, Виктория Тихоновӑна /Муркаш районӗ/, Анастасия Матвеевӑна /Етӗрне районӗ/, Наталья Портновӑна /Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑнлӑ районӗ/, Ирина Романовӑна /Хӗрлӗ Чутай районӗ/ - ӑнӑҫу сунса Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев саламларӗҫ.

Участников конкурса - Диану Соснову /Яльчикский район/, Анжелу Анисимову /Ибресинский район/, Карину Григорьеву /Татарстан, Альметьевский район/, Анну Кириллову /Чебоксарский район/, Елизавету Сергееву /Козловский район/, Ольгу Зайцеву /город Канаш/, Анастасию Гурьеву /Янтиковский район/, Марию Самделову /Батыревский район/, Олесю Никитину /Вурнарский район/, Диану Карпову /Комсомольский район/, Марину Арсентьеву /Цивильский район/, Инессу Шашкину /Аликовский район/, Анну Васильеву /Красноармейский район/, Ксению Федотову /Маринско-Посадский район/, Викторию Тихонову / Моргаушский район/, Анастасию Матвееву /Ядринский район/, Наталью Портнову /Ульяновская область, Покровский район/, Ирину Романову /Красночетайский район/ - желая успехов, поздравили президент Чувашского национального конгресса, депутат Государственного Совета ЧР Николай Угаслов и Константин Яковлев, исполняющий полномочия министра культуры ЧР.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Пурте вӗсем Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Палӑртма кӑмӑллӑ, чыслава тивӗҫнисем хушшинче Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 6 Б класра вӗренекен Дмитрий Пудаев та пулнӑ (ертӳҫи - Галина Бровкина).

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫемье — Аслӑ Ҫӗнтерӳ историйӗнче» // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Ачасен коллективӗсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн «Хӗвел» ача сачӗн «Почемучки» ушкӑнӗ (ертӳҫи - Надежда Егорова) йышӑнчӗ, иккӗмӗш Хӗрлӗ Чутай шкулӗн ташӑ класӗ (ертӳҫи - Надежда Хохлова) пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Хӗрлӗ Чутай шкулӗн салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑкӗсем вара - Александр Агаськин, Валерий Аргандейкин, Никитӑпа Евгений Канцеляровсем, Игорь Князьков, Иван Сармандейкин (командир), Егорпа Павел Секайкинсем, Федор Ябыков, Богдан Яркин - паян мӗн тунипе ҫырлахса ларасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31

Пирӗн район чысне кӑҫалхи Спартакиадӑра Хӗрлӗ Чутай шкулӗн опытлӑ тренерӗ Эдуард Романов хатӗрленӗ команда хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31

Хӗрле Чутай район администрацийӗ 1,7 миллион ытла тенкӗпе кроссовер туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ.

Районная администрация Красных Четаев уведомила о подготовке покупки кроссовера за более чем 1,7 миллиона рублей.

Монополипе кӗрешекенсем Хӗрлӗ Чутай район администрацине «Кроссовер» туянтармӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21720.html

Вӗсем Чутай тӑрӑхӗнчи йӑла- йӗркесемпе ҫыхӑннӑ уявсене сӑнласа пачӗҫ.

Они изобразили праздники, связанные с обычаями на территории Четаев.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Чутай, виръял тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркен историне ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ фольклор ӑсти, 20 кӗнеке авторӗ Земфира Кузьминична Яковлева уҫӑмлатса каласа пачӗ.

Историю обычаев Четаев, верховых территорий с радостью рассказала родившаяся и выросшая в здешних местах мастер фольклора, автор 20 книг Земфира Кузьминична Яковлева.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

ЧНК «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет председателӗ, Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева, вырӑнти халӑха Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ.

Председатель комитета "Чувашских женщин" ЧНК, руководитель отделения в Красных Четаях Юлия Мареева, познакомила местный народ с почетными гостями, приехавшими из Чебоксар.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев кун пек мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлине асӑнчӗ.

Глава районной администрации Красных Четаев и по совместительству глава по образовательной части Игорь Живоев напомнил о большой значимости таких мероприятий.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Вӗсемпе пӗрле Чутай тӑрӑхне комитетсен хастарӗсем, ЧНК ҫумӗнчи ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн членӗсем килчӗҫ.

Вместе с ними в Четаи прибыли деятели комитетов, члены ассоциации мастеров ручного труда при ЧНК.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Ку пӗтӗм Чутай тӑрӑхӗшӗн анлӑ та пӗлтерӗшлӗ чӑвашлӑх уявӗ пулса тӑчӗ!

На территории всех Четаев получился широкий и значимый праздник чувашского мира!

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Волейбол тупӑшӑвне Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Шупашкар, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Елчӗк районӗсен командисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Тӗл пулӑва Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн вӗрентекенӗ Эдуард Васильевич Романов уҫрӗ, В. Г. Мареев майора сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех