Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ: 6. ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ: 7. Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр, 8. хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен; 17. пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ; 15. вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ, 16. хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ, 17. хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть, 18. Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: [Эпӗ сана пӗрре ҫеҫ мар каланӑ:] Эпӗ ҫак халӑха куратӑп, акӑ вӑл чурӑс халӑх; 14. чарса ан тӑр Мана, Эпӗ вӗсене пӗтерем те ҫӗр ҫийӗнчен вӗсен ятне те ҫухатам, санран урӑх халӑх кӑларам, вӑл халӑх кусенчен [пысӑкрах,] вӑйлӑрах, йышлӑрах пулӗ, терӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа [халӗ] пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ырӑ ҫӗре сана тӳрӗлӗхӳшӗн мар хӑвӑн аллуна парать, — эсӗ чурӑс халӑх.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та 9. каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр; 2. сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп, 3. [вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх; 10. эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак ушкӑнран пӗртен пӗр Мердевенджиев кӑна кӑмӑла кайман чурӑс ҫын.Из всей этой компании только Мердевенджиев был человек неприятный.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чурӑс чунлӑ этемӗн ҫывӑх ҫыннисем инкек-синкек курнӑ чух виҫӗ туйӑм хускалать: тӗлӗнесси, кӑмӑлӗ туласси — инкек хӑй пуҫӗ ҫине ӳкмен-ҫке — тата вӑрттӑн савӑнасси.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.