Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чубатыйпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чубатыйпа матрос ӑна вакунран кӑшт кӑна аяккарах илсе кайрӗҫ.

Чубатый и матрос немного отвели его от вагона.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул тӑршшипе те вӗсем пӗртен пӗр офицера — Чирковские ҫеҫ ҫухатрӗҫ: казаксем хӑйсемех ӑна персе вӗлерме йышӑнчӗҫ, приговорне Чубатыйпа темле хӗрлӗ гвардеец-матрос пурнӑҫа кӗртрӗҫ.

За всю дорогу потеряли лишь одного офицера — полкового адъютанта Чирковского, которого приговорили к смерти сами казаки, а привели в исполнение приговор Чубатый и какой-то красногвардеец-матрос.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий Чубатыйпа юнашар утать, хӑйне тем айӑп тунӑ ҫын пек тыткалать, халичченхи пек мар именчӗклӗн ейӗлсе кулать:

Григорий шел рядом с Чубатым и виновато, небывало застенчиво улыбаясь, говорил ему:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем пурӑнакан ҫӗр пӳрт умне ҫитсен, Чубатыйпа Кошевой чарӑнса тӑчӗҫ те, Григорий, сулахай аллипе карттусне тытса, «тилӗ шӑтӑкнелле» пӗшкӗнсе кӗчӗ.

У офицерской землянки Чубатый с Кошевым остановились, Григорий, пригибаясь, придерживая левой рукой фуражку, шагнул в «лисью нору».

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатыйпа Мишка Кошевой тулли котелока штыкпа тирсе илчӗҫ те, йӗннисенчен кӑларнӑ хӗҫӗсене аллисенче тытса, сотня командирӗ патне ҫӗклесе кайрӗҫ.

На штыке Чубатый и Мишка Кошевой несли полный котелок щей, шашки держали наголо.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех