Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрлӗармеецӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Позицисенчен аманнисем таврӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем Деникинӑн ҫар нумай пулни ҫинчен, кашни хӗрлӗармеецӑн виҫӗ шурӑгвардееца хирӗҫ ҫапӑҫма тӳр килни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

С позиций прибывали раненые и рассказывали, что у генерала Деникина много войска, и каждому красноармейцу приходится драться с тремя белогвардейцами.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӑна ҫеҫенхирте тытрӗҫ, хутора илсе пырса вӗлернӗ хӗрлӗармеецӑн ҫи-пуҫне савӑнӑҫлӑн тӑхӑнтартрӗҫ, винтовкӑна мӗнле тыткаламаллине кӑтартрӗҫ, вӑрахчен хӗҫне касма вӗрентсе аппаланчӗҫ.

Его захватили в степи, привели в хутор и торжественно обрядили в снятое с убитого красноармейца обмундирование, показали, как обращаться с винтовкой, долго учили владеть шашкой.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий мӑйне хӑваласа ҫитсе пыракан хӗрлӗармеецӑн вӗри сывлӑшӗ пӗҫертсе каять, унтан вӑл ҫав самантрах хӑйне шинель хляҫтӗкӗпе аркинчен ярса тытнине туять.

Горячее дыхание преследователя опаляет шею Григория, и в тот же миг он чувствует, как его хватают за хлястик шинели и за полу.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вара ҫав хӗрлӗармеецӑн ӑҫта та пулин Мускав е Вятка кӗпӗрнинче аслӑ Совет Раҫҫейӗнчи пӗр-пӗр паллӑ мар ялта пурӑнакан амӑшӗ, ывӑлӗ «ӗҫхалӑхне улпут-хуҫасемпе капиталистсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларассишӗн шурӑгвардеецсене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫ хуни…» ҫинчен хыпар илсе, хурлӑхлӑн хӳхлесе макӑрса ярӗ.

И где-либо в Московской или Вятской губернии, в каком-нибудь затерянном селе великой Советской России мать красноармейца, получив извещение о том, что сын «погиб в борьбе с белогвардейщиной за освобождение трудового народа от ига помещиков и капиталистов…» — запричитает, заплачет…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман хӑй умӗнче утса пыракан хӗрлӗармеецӑн патвар, йӑрӑс тӳрӗ те тӑлпан хул-ҫурӑмӗ ҫине, шинель ҫухипе ҫӗлӗкӗ хушшинче курӑнакан хӗрлӗ те таса, кӗреш каччӑнни пек ҫаврака майӗ ҫине тӑван ашшӗ пек киленсе пӑхрӗ, унтан куҫне юнашар утакан кӳрши ҫине куҫарчӗ.

Штокман с удовольствием, похожим на отцовское чувство, смотрел на могучую, крутую крупную спину идущего впереди него красноармейца, на видневшийся между воротником и шапкой красный и чистый отрезок юношески круглой шеи, перевел глаза на своего соседа.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан куҫне хӗрлӗармеецӑн пичӗ ҫине ҫӗклет.

Потом переводит взгляд на лицо красноармейца.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах хӗрлӗармеецӑн сарлака сӑмса шӑтӑкӗсем сиккелесе илчӗҫ, куҫӗсем Григорий тӑрӑх кураймасӑр шурӗҫ.

Но широкие ноздри красноармейца зашевелились, взгляд непримиримо скользил по Григорию…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецӑн ванчӑк тута хӗррисем айӑплӑ кулӑпа туртӑнса илчӗҫ.

— Разбитые губы красноармейца поежились в виноватой усмешке.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецӑн хура ҫӗркӑмрӑк ванчӑкӗ майлӑ пӗчӗк куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

Мелкие, похожие на осколки антрацита глаза красноармейца оживились.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех