Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хушай, эсӗ каятӑн та Элиава, патша хуралӗн пуҫлӑхне, ман пата чӗнетӗн.Хушай, ты пойдешь и позовешь ко мне Элиава, начальника царской стражи.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
8. Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; 9. Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; 10. Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; 11. Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; 12. Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; 13. Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; 14. Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; 15. Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; 16. Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; 17. Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; 18. Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; 19. Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1