Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хуснутдинов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сатретдин Хуснутдинов — ӑна эпир Йысна тенӗ — тавар вырнаҫтаратчӗ, Аттий Куччанов — Кучан — террористчӗ, Насретдин Курносов — Жумба…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑватӑ ҫын — самӑр кӗлеткеллӗ, тачка питлӗ Куччанов, шӑмшакӗ пиҫсех ҫитейменнипе пушшех хытанка курӑнакан Курносов, хура куҫне ниепле те тӗк тытайман Хуснутдинов, нимӗн пулман пек лӑпкӑ тӑракан сарӑ Иванов — тин кӑна хӑйсем хушшинче юлташ вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынна шӑтарас пек пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Йытта йытӑ вилӗмӗ! — лач сурчӗ урайне Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӗҫӗ паллӑ, — лӑпкӑн хуравларӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӗнӗ ҫын тӗрӗс пуплешет, — терӗ Хуснутдинов, ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ав еплере-ех! — тӗлӗнчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чим-ха, Жумба, — чарчӗ ӑна Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кӗмӗл хӗрессене илсе каяр, — сӗнчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫа пуҫтарма вӑхӑт ҫитрӗ-тӗк, эпӗ вӗсемпе тек аппаланаймастӑп, — асӑрхаттарчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Июлӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче пилӗк хурах, сӑнласа кӑтартнӑ тата сӑнӳкерчӗксенчен палланӑ тӑрӑх — Калюков, Минин, Хуснутдинов тата икӗ ҫын — Кивмӗлӗш ялӗнчи шыв арман хуҫи патне пыраҫҫӗ, хӑратса та арӑмне йӗплесе мӗн кирлине туптарнӑ хыҫҫӑн икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗлӗх япала ҫаратса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хушшинче вӑл Шункӑт ялӗнчи Мирун Петӗрне, Тукай Мишер ялӗнчи Хуснутдинов Сатретдина палласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов — Валет ӑна ытларах Йысна тесе чӗнет — юлташӗпе сейфа уҫса пӑхнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ещӗк ӑҫтине каларӑм-ҫке, сире тата мӗн кирлӗ? — тӗлӗнчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов, пиншакне тытса, пӗр хушӑ тем шухӑшласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Нимӗнле сейф та курман эп, — пурӗпӗр тунчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Темскер, ӑнланаймарӑм-ха, ами, — кутӑна печӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов шарламарӗ, анчах хура куҫӗ чӑлл! туса илни вӑл ку ята илтнине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ҫав хушӑра Хуснутдинов аллинчи револьвера туртса илчӗ, хуҫине кравать ҫине тӗксе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ы-ых! — терӗ Хуснутдинов, анчах кӑшкӑрмарӗ, шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сасса илтнӗ Хуснутдинов, вашт! сиксе тӑрса, револьверне кӗрекен ҫын енне тытма хӑтланчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Калюков унӑн аллине хӗскӗч пек хӗссе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех