Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хирбю (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш композиторӗсем А. Орлов-Шуҫӑм, Филипп Лукин, Герман Лебедев, Григорий Хирбю халӑх юратса юрлакан юрӑсем сахал мар ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пирӗн театр валли музыкӑллӑ произведенисем ҫырса пама пултаракан чӑвашсен талантлӑ композиторӗсем — икӗ опера ҫырма ӗлкӗрнӗ Ф. Васильев, А. Васильев-Асламас, Г. Хирбю, М. Алексеев, Т. Фандеев, В. Ходяшев, А. Петров тата ыттисем, паян кун та музыкӑллӑ спектакльсемпе ӗҫлекен солистсемпе хор коллективӗ, студире вӗренекенсем, симфони оркестрӗн коллективӗ, Ленинградри Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинчен вӗренсе тухакан нацилле хореографи студийӗ, Мускаври ГИТИСра вӗренекен вокалистсен группи — акӑ вӑл чӑвашсен оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Г. Хирбю композитор «Нарспи» опера ҫырса пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Музыка уявӗнче чи малтанах Степан Максимов /«Уй варринче»/, Федор Павлов /«Сӗрен»/, Филипп Лукин /«Чӗнтӗрлӗ кӗпер»/, Аристарх Орлов /«Вӗҫ, вӗҫ, куккук»/, Федор Васильев /«Лутраях та шӗшкӗ»/, Григорий Хирбю /«Нимене»/ чӑваш халӑх юррисем янӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Вӗсемпе пӗрле мӑшӑрланнӑ ятпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тума поэтӑн чи ҫывӑх юлташӗ-сем — Владимир Сатай, Ҫемен Элкер, Константин Петров ҫыравҫӑсем, Сергеевпа Хирбю композиторсем те килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех