Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Лешӗсем каланӑ: эхер те эсир Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн [халал] арчине каялла ярас тетӗр пулсассӑн, ӑна ахаль ан ярӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳрӗр; вара сывалса ҫитӗр те Унӑн алли сирӗн ҫинчен мӗншӗн сирӗлменнине пӗлӗр, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пӗтӗм хулана вилӗмле хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ; [Израиль Туррийӗн арчи унта ҫитнӗ хыҫҫӑн] вӗсене Турӑ алли пусса тӑнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара ҫынсем ярса, Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те пуҫтарнӑ та ҫапла каланӑ: Израиль Туррийӗн арчине каялла ӑсатӑр; вӑл пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе ан пӗтертӗр тесессӗн, ӑна хӑйӗн вырӑнне тавӑрмалла, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Израиль Туррийӗн арчине Геф хулине ӑсатнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Геф ҫыннисем] каланӑ: эппин, Израиль Туррийӗн арчи [пирӗн патӑмӑра] Гефа куҫтӑр, тенӗ.И сказали [Гефяне]: пусть ковчег Бога Израилева перейдет [к нам] в Геф.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӗсем Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те хӑйсем патне пуҫтарнӑ та каланӑ: Израиль Туррийӗн арчипе пирӗн мӗн тумалла-ши? тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна курсассӑн Азот ҫыннисем каланӑ: Израиль Туррийӗн арчи пирӗн патӑмӑрта ан юлтӑрах — Израиль Туррийӗн алли пирӗншӗн те, Дагон туррӑмӑршӑн та йывӑр, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Иисус, ҫав кун Сихем хулинче [Израиль Ҫӳлхуҫа Туррийӗн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче] халӑхпала халал хывса, ӑна йӗркесемпе саккун панӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 18. ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, 19. ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, 20. асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; 21. Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 22. унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, 23. анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каймалла мар, хӑй Туррийӗн сӑваплӑ вырӑнне хисепрен кӑлармалла мар: хӑй Туррийӗн сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳни ун ҫинче.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсен хӑйсен Турришӗн таса пулмалла, хӑйсен Туррийӗн ятне хисепрен кӑлармалла мар: вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑраҫҫӗ, хӑйсен Туррине ҫӑкӑр кӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем таса пулмалла.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унта парне вырӑнӗ лартнӑ, унта Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса чӗннӗ.20. И поставил там жертвенник, и призвал имя Господа Бога Израилева.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.