Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Томилин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Томилин, тарланӑ аллаппине шӑлавар ҫумне шӑлса илчӗ те, куҫне шӑмарнӑ Сергей Платонович ҫине кӑкӑрӗпе хирсе кӗрсе кайрӗ.

Томилин, вытирая о шаровары потные ладони, грудью пер на нахмуренного Сергея Платоновича:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫисем ҫумне хӗрӗнкӗрех Томилин Иван ҫыпҫӑнчӗ.

К хозяевам пристал подвыпивший Томилин Иван.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик Матвей Кашулин, лӑкӑш-лакӑш сӗтел урлӑ малалла пӗшкӗнсе, хӗремесленсе кӑшкӑрашма тытӑнчӗ, яка вӗрене туйипе Томилин тенкелне тӗртрӗ.

Старик Матвей Кашулин, перегибаясь через шаткий стол, запальчиво взвизгивал, тыкал в сторону Томилина ясеневым гладким костылем:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сассипе атамана хупласа хума тӑрӑшса, Иван Томилин кӑшкӑрса ячӗ.

Cтарался перекричать атамана Иван Томилин.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Авӑртах сӑмаха, — вӑрттӑн кулса илчӗ Томилин, урапа ҫине улӑхса.

— Мели, Емеля, — улыбнулся, влезая на бричку, Томилин.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин, шӑлӗсене шаклаттарса, пӳрте шӑвӑнса кӗчӗ.

Томилин, вызванивая зубами, пошел в хату.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин шинельне тӑхӑнса, лаша тавра пӑшӑрханчӑклӑн утма тытӑнчӗ.

Томилин, надевая шинель в рукава, горестно топтался около.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин, Степана хӗрхеннӗ пек пулса, хӑйӗн йӗм пӗҫҫийӗ тӑрӑх аллипе шартлаттарчӗ те, йӗнерленипех тӑракан учӗ патне утрӗ.

Томилин сожалеюще хлопнул себя по штанине и ушел к нерасседланному коню.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем патне Томилин пырса тӑчӗ.

К ним подошел Томилин.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пирки Томилин арӑмне мар, пӗтӗм ҫут тӗнчене те курма пултарайман.

И не видел не только жены Томилина, но и всего белого света.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лагерьтен таврӑнас умӗн пӗр эрне маларах батареец Иванӑн тӑван шӑллӗ Андрей Томилин патне арӑмӗ пычӗ.

За неделю до выхода из лагерей к Андрею Томилину, родному брату батарейца Ивана, приехала жена.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кам? — интересленсе ыйтрӗ ашӑк ҫинче выртакан Томилин.

— Кто? — поинтересовался лежавший на попоне Томилин.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин питҫӑмартине, хӗрарӑм пек, аллаппипе тытать, хашлатакан ҫинҫе сасӑпа юрра хутшӑнать.

Томилин по-бабьи прикладывает к щеке ладонь, подхватывает тонким, стенящим подголоском.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗр-ҫӗнӗ брезентпа турттарнӑ бричка ӑшӗнче, чӗлӗме паклаттаркаласа, Петро Мелехов, Степан тата батареец Томилин выртаҫҫӗ.

В бричке, обтянутой новеньким брезентом, лежали, покуривая, Петро Мелехов, Степан и батареец Томилин.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсемпе пӗрле хӑйсен хуторӗнчен тата виҫӗ казак: Федот Бодовсков — ҫамрӑк та калмӑк евӗрлӗрех шатра питлӗ казак, Атамански полк лейб-гвардийӗн иккӗмӗш черетӗнче тӑракан Хрисанф Токин, станицӑра ӑна Христоня тесе чӗнеҫҫӗ, тата батареец Томилин Иван, Персиановкӑна янӑскер.

С ними еще трое казаков-хуторян: Федот Бодовсков — молодой калмыковатый и рябой казак, второочередник лейб-гвардии Атаманского полка Хрисанф Токин, по прозвищу Христоня, и батареец Томилин Иван, направлявшийся в Персиановку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех