Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Толстой (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
СССР халӑх артисчӗпе И. И. Москвинпа, А. Н. Толстой писательпе ҫывӑх пулнӑ.

Был близко знаком с народным артистом СССР И. М. Москвиным и писателем А. Н. Толстым.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Максим Горький сӑмахӗсене итленӗ хыҫҫӑн Лев Толстой:

Выслушав слова Максима Горького, Лев Толстой:

«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.

Лев Толстой ҫинчен вӑл нумай каласа кӑтартрӗ; чӑнах та вӑл калани Артамоновшӑн ытла ӑнланмаллах пулмарӗ пулин те, пупӑн тӗттӗм кӗтесрен шыв пек юхса тухакан хурлӑхлӑ сасси, тӗлӗнмелле ҫыннӑн юмахри евӗрлӗ сӑнарне ӳкерсе парса, Артамонова хӑй ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарчӗ.

Он долго рассказывал о Льве Толстом, и хотя это было не совсем понятно Артамонову, однако вздыхающий голос попа, истекая из сумрака тихим ручьём и рисуя почти сказочную фигуру необыкновенного человека, отводил Артамонова от самого себя.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫак пӑтравлӑ шавра халӗ пӗртен-пӗр сасӑ кӑна хытӑран та хытӑ илтӗнет, вӑл, тӗнчери тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене чӗнсе, вӗсене ҫине тӑрсах вӑратма тӑрӑшать, ку — Толстой графӑн, философӑн тата литераторӑн сасси.

Вот только единый голос всё громче слышен в суетном шуме, обращён к совести мира и властно стремится пробудить её, это голос некоего графа Толстого, философа и литератора.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Толстой калашле, эсир нуль пулса юлма пултаратӑр.

— Вы рискуете, по формуле Толстого, обратиться в ноль.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Лев Толстой урамӗнчи радиоузел патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑрать.

У радиоузла на улице Льва Толстого толпился народ.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Севастополе епле хӳтӗлени пирки Лев Толстой хайланӑ виҫӗ калавран тӑракан ярӑм.

Состоящий из трех рассказов цикл Льва Толстого, в котором рассказывается о защите Севастополя.

Севастополь калавӗсем // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

И. С. Тургенев, Л. Н. Толстой, М. Е. Салтыков-Щедрин, Н. Г. Чернышевский тата ытти паллӑ ҫынсем Жюль Верн творчествине питӗ хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑрӑн Толстой сӗннине, ун пехил сӑмахне чӗрене илесси те пулаймӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Эпир те Толстой каланине ӑша илер, чӗре варрине вырнаҫтарар.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар», — тет Толстой хӑйӗн ҫинчен, юлташӗсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Чӑвашсене янӑ ҫырӑвӗсенче Толстой «хаклӑ шӑллӑм», «юратнӑ тӑванӑм» тесе ҫырни те пур.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Унтан тата Л. Н. Толстой чӑвашӑн тӗнчери сум-хисепне те ӳстерме пулӑшнӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Паянхи кун мӗнлерех пулса тухӗччӗ-ши пирӗн сӑмах-юмах, пирӗн чӗлхе, чӑваш кӗнеки, литератури, тепӗр тесен — пӗтӗм культури те — Толстой пулман пулсан?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Ҫак чӑвӑш букварӗ темле ӗнтӗ — те И. Я. Яковлев кӗнеки, те Л. Н.Толстой кӗнеки?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Ҫӗр виҫҫӗмӗш страницӑран пуҫласа ҫӗр ҫирӗм саккӑрмӗшнӗ ҫитиччен йӑлтах Толстой.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Пӗр ҫӗр ҫула яхӑн каялла, 1888 ҫулта тухнӑ чӑвашсен саспалли кӗнекинче — «Чӑваш букварӗнче» эппин — Лев Николаеыич Толстой ҫырнӑ 64 япала.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Пӗлетӗр-ши эсир, шӑллӑмсем, пӗлетӗр-ши, йӑмӑкӑмсем, Толстой шухӑш-кӑмӑлӗ авалтанпах мӗн таран пирӗн хушшӑмӑрта анлӑн сарӑлса пынине?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Куҫсем ҫуталса ҫиҫрӗҫ Толстой ӑсне пула.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Эппин, Толстой пирки «Ҫутӑ ҫутрӑр» тенине урӑхла та калама пулать: «Куҫа уҫрӑр…»

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех