Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татарскипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлисем Вешенскине хӗвелтухӑҫ енчен хупӑрласа илме талпӑнас-мӗн пулсан, сулахай фланга ҫирӗпленме тата Татарскипе Лебяжински сотнисене тӑшмана тытса чарма пулӑшма тесе, вӑл Ерински хуторне виҫҫӗр хӗҫ (юланутлӑ казак) кӑларса ячӗ: Базки хуторӗн сотнине хӗвеланӑҫ енчен, Дон тӑрӑх анатарахран, пулӑшма Вешенски станицӑн иногородни (казак мар ҫынсенчен йӗркеленӗ) дружинипе Чир станицин пӗр ҫуран сотнине ячӗ; хӑрушӑрах участоксене сакӑр пулемет вырнаҫтарса тухрӗ те, тул ҫутӑласса кӗтсе илме тата хӗрлӗармеецсене утлӑ стройпа тапӑнма тесе, ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет ҫитес умӗн икӗ юланутлӑ сотньӑпа Ҫунӑк вӑрман хӗррине пырса вырнаҫрӗ.

Он бросил на хутор Еринский триста сабель, с расчетом, чтобы они укрепили левый фланг и помогли Татарской и Лебяженской сотням сдержать напор противника, в случае если он устремится в обход Вешенской с востока; с запада, вниз по течению Дона, направил в помощь Базковской сотне Вешенскую иногороднюю дружину и одну из Чирских пеших сотен; на угрожаемых участках расставил восемь пулеметов, а сам с двумя конными сотнями — часов около двух ночи разместился на опушке Горелого леса, дожидаясь рассвета и намереваясь атаковать красноармейцев в конном строю.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех