Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татарскинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.

Но изредка, опустив глаза и ощущая на ресницах приятный пощипывающий холодок инея, она улыбалась тому, что так неожиданно и странно сбылась давно пленившая ее мечта — уехать с Григорием куда-нибудь подальше от Татарского, от родной и проклятой стороны, где так много она перестрадала, где полжизни промучилась с нелюбимым мужем, где все для нее было исполнено неумолчных и тягостных воспоминаний.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӑх Татарскинчен пӑрахса кайнӑ, ку ӗнтӗ Пантелей Прокофьевичшӑн паллӑ пулчӗ.

Татарский был брошен жителями, это стало ясно Пантелею Прокофьевичу.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапӑҫусем Донран хӗрӗх ҫухрӑмра, Татарскинчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчерехре пычӗҫ.

Бои шли верстах в сорока от Дона, по направлению на северо-восток от Татарского.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унпа пӗр вӑхӑтрах пӑшал ҫӗклеме пултаракан ытти казаксем те Татарскинчен фронта тухса кайрӗҫ.

Одновременно с ним из Татарского ушли на фронт все казаки, способные носить оружие.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн-ха, кинемей, Татарскинчен никам та ҫук-и сирӗн патӑрта?

А что у вас, хозяюшка, никого нету из Татарского?

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарскинчен тарса кайнӑ хыҫҫӑн Штокман, Кошевой, Иван Алексеевич тата милиционерта ҫуренӗ темиҫе казак 4-мӗш Заамурски полка пырса лекрӗҫ.

После бегства из Татарского Штокман, Кошевой, Иван Алексеевич и еще несколько казаков, служивших милиционерами, пристали к 4-му Заамурскому полку.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарскинчен, — кӑшт тытӑнса тӑрарах хуравларӗ Степан.

— С Татарского, — переждав время, отозвался Степан.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Татарскинчен.

— С Татарского.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех