Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарьене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен мар Тарьене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче председателе лартнӑ ҫав: нимӗнле йывӑрлӑх умӗнче те пуҫа пӗкмен вӑл…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хаҫат вуласа ларакан Петӗр, инкӗшне асӑрхасан, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те: «Э, инке-ҫке! Килех, кил. Тӗпелерех иртсе лар», — текелесе, Тарьене курницана ҫавӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Тарьене ҫав Микула текен йӗкӗтех ҫав лашапах, ҫав тӑрантаспах килне ҫитерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ акӑ упӑшки Тарьене ҫӳҫӗнчен пӗтӗрсе тытнӑ та, «чар ҫӑварна, чар!» тесе, енчен енне ҫупкӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул ҫинче шӑнтӑр та пулӗ, — тесе, Хрестук Тарьене салтӑнтарма тӑчӗ, анчах лешӗ ӑна ҫавӑнтах хулӑн ҫивӗтӗнчен ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем кӗрӳшӗпе Тарьене тата пӳртри ытти ҫынсене алӑ тытса сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӗсене салтӑнтарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительпе Тарьене вӑл' ҫырӑва вуланӑ майӑнах вырӑсла куҫарса акӑ мӗн пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович Озеров хыпарсӑр ҫухални ҫинчен Тарьене штабран ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эй, ара, тӑватӑ пӑт илсе килтӗм эпӗ, халлӗхе Тарьене виҫӗ пӑт та ҫитет, — ӑнлантарчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, ну, йӑмӑкӑм, ма йӗрен, савӑнмалла халь! — йӑпатрӗ Ванькка Тарьене.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен Тарьене вут хутса кӑларма, пиччӗшӗн кӗпе-йӗмне кӑмакара шаритлеме хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Теприсем вара Тарьене ҫутҫанталӑка лайӑх пӗлекен ҫын тесе шутлаҫҫӗ.

Другие объясняли Дарьино искусство знанием природы.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Серега, акӑ, Тарьене темӗнле таса мар, асамлӑ вӑй, «ТБ» хӑй, тен, арҫурисемпе ҫыхӑннӑ пулӗ, тесе шухӑшлать, унран шикленет.

Серега, к примеру, считал, что это от нечистой силы, что «ДБ», может быть, сама водится с лешими, побаивался ее.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех