Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Танганайка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта Гент Танганайка пуллисене курать: ҫуйӑн, салару — ӗренкипе те, тутипе те сасана аса илтерекен какайлӑ тачка пулӑ, «чай» — ҫупах евӗрскер — ҫурӑмӗ симӗс, хырӑмӗ шурӑ; «мвуро» — тӑват кӗтеслӗ капаш пекрех, ҫунаттисем хӑрушла йӗплӗ; ҫап-ҫара, хупӑсӑр пулӑсен икӗ ӑрачӗ — хитре те чӑпар; уланкӑ тата ҫӗлен пулӑ.

Здесь Гент увидел рыб Танганайки: сомов, салару, — толстую, мясистую рыбу, напоминающую видом и вкусом сазана; «чай», похожую на леща, с зеленой спиной и белым брюхом; «мвуро» — почти четырехугольной формы, с ужасно колючими плавниками; две породы голых, бесчешуйных рыб, красивых и пестрых: окуней и угрей.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент хӑй ӑнланмасӑрах йӑл кулса чӳречерен пӑхать; унта Танганайка йӑлтӑртатать.

Гент, бессознательно улыбаясь, смотрел в окно, где блестела Танганайка.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Уиджиджи ҫӳллӗ тусен амфитеатрӗнче, Ливингстон уҫнӑ Танганайка кӳллин ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.

Уиджиджи лежит в амфитеатре высоких гор на берегу озера Танганайка, открытого Ливингстоном.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ сирӗн тӑшман мар, — терӗ Гент, — эпӗ тата манӑн тарҫӑ Цаупере Танганайка патне ишетпӗр.

— Я вам не враг, — сказал Гент. — Я и мой слуга Цаупере плывем к Танганайке.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Халӗ пӗтӗмпех вӗҫленчӗ, халӗ пурте Танганайка патне каяҫҫӗ, вара эпир ватӑ музунгуна тупатпӑр!

Теперь все кончено, теперь все пойдут к Танганайке, и мы найдем старого музунгу!

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак вырӑнсенче Стэнли караванӗ шурӑ Танганайка кӳлли патӗнчен таврӑнакан араб сутуҫисен караванӗпе тӗл пулчӗ.

В этих местах караван Стэнли повстречался с арабским караваном торговцев, возвращавшихся с белого озера Танганайки.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ Танганайка патнелле ҫул тытатӑп, унта Ливингстон ҫулӗсен тӗввине лекес шухӑшлӑ.

Я направляюсь к Танганайке, где буду находиться в узле путей Ливингстона.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Клиент кирек хӑш вырӑна та выляса илеет: Париж е Вутлӑ Ҫӗр сӑмсахӗнчи ту хӑвӑлӗ, Танганайка ҫыранӗ е Пӑрлӑ Кӑнтӑр океанри утрав.

Клиент мог выиграть Париж и пещеру на мысе Огненной Земли, берег Танганайки и остров Южного Ледовитого океана.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех