Шырав
Шырав ĕçĕ:
«1. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас ӗҫе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, полномочиллӗ органа тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн тӑратакан тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие тӗпе хурса пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
Пуриншӗн те чи хаклӑ тавралӑх — … (тӑван тавралӑх)
Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat
11. Тавралӑх хутлӑхне кӳнӗ сиене саплаштарасси ҫинчен калакан тавӑҫсем тӑрӑх хывакан тӳлевсене, ҫавӑн пекех регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсенче тавралӑх хутлӑхне кӳнӗ сиене хӑй ирӗкӗпе саплаштарнӑ чухне хывакан тӳлевсене Чӑваш Республикин республика бюджетне 100 процент нормативпа куҫарса памалла.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Анчах ҫӗнет ӑна — ҫуталса кӑна ларӗ, тавралӑх илемне яма мар, пӗтӗм тавралӑха илем кӳрӗ!Но поднови ее — она же засияет, и не только не будет портить пейзаж — украсит его!
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хастар Стэнли ҫитсе курнӑ ҫак пысӑк тавралӑх: кӑнтӑрарах Ньясӑпа Замбези шывӗсен хӗрринчи, хӗвеланӑҫнерех — Заир пуҫламӑшӗнчи вырӑнсем, — Занзибар, Борну, Феццан пасарне «хура тавар» парса тӑракан тавралӑх халӗ ҫавӑн пек.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тавралӑх тӗттӗм, тавралӑх шӑп.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Матвей ҫаксене пӗтӗмпех пӑтранчӑк туйӑмпа пӑхса пынӑ: тавралӑх темӗнле тӑван кӗтесе аса илтернӗ, унта, ҫак тавралӑхра, ҫутҫанталӑкпа этемлӗх хушшинче кӗрешӳ халӗ ҫеҫ пуҫланнӑ пек туйӑннӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
2. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас тӗллевпе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, экологи енӗпе комплекслӑ ирӗк панине илме тата тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие ҫырма кирлӗ мар.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
«тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацисем йышӑнасси;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
«инвестор наукӑпа тӗпчев е сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫласан е тата харпӑр хӑй производствине техникӑпа ҫӗнетсе пуянлатсан, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫе инвалидсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвас тата (е) таварсем туса кӑларас, ӗҫсем пурнӑҫлас, пулӑшу ӗҫӗсем парас тӗллевпе производствӑн энергетика эффективлӑхне пысӑклатсан, е Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине чакарма пулӑшакан ӗҫ е ӗҫсем пурнӑҫласан;".
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче инвестици ӗҫ-хӗлне патшалӑх пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
а) 1-мӗш ҫум пунктра «е ҫут ҫанталӑка промышленность каяшӗсемпе вараласран сыхлас» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «, е тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳрессине чакарас енӗпе Федерацин »Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен« 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ сак-кунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫе е ӗҫсене пурнӑҫласан» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен" саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Шурӑ кӗпеллӗ халӑх тумӗ, кӗмӗл капӑрлӑх, ытарайми тавралӑх килӗшӳллӗ пӗрлешсе тӑраҫҫӗ.
Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ку тавралӑх паян та истори сӗмне, халӑх халапӗсен кӗтретне упрать.
Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Каарта — Анӑҫ Африкӑри тавралӑх, Сахарӑн кӑнтӑр енчи ҫартлӑ-туллӑ вырӑн (ҫавӑн пекех ҫӗршыв тесе палӑртни те тӗл пулать).
Бамбара (патшалӑх) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... %91%D1%85)
Уҫӑ участоксенче ҫил-тӑман, юр ҫуни, пӑрланни тата тавралӑх япӑхланни палӑрать.На открытых участках автодорог метели, снежный накат, гололедица и ухудшение видимости.
Пушкӑрт ГИБДД ертӳҫи водительсене васкавлӑ асӑрхаттарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kh-rushs-rl-kh/2 ... rn-3641326
Ҫакӑ республикӑра пурӑнакансем тавралӑх лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшлама тытӑнни, вӗсемшӗн ҫак ыйтусем чӑннипех пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Лай Цай Инвэнь администрацийӗ тавралӑх тӑрӑмне лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫсене малалла та йӗркелессине ҫирӗплетнӗ, тӗслӗхрен — альтернативлӑ энергетика ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курнине тата хулари халӑха электросаокатсемпе ытларах ҫӳреме хӑнӑхтарассине.
Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D
Ҫав ҫулах Пӗрлешнӗ Нацисен Ҫын тата Тавралӑх ыйтӑвӗсемпе иртнӗ Конференцийӗ кит тытма чаракан 10 ҫуллӑх моратори кӗртме сӗннӗ.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
«Ах, тупата, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — тавралӑх тӗттӗмленсе килчӗ.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Вӑл ӳксе ҫурӑлнӑ ҫӗрте мӗнпур тавралӑх ҫулӑмпа ҫунать, тет, тимӗр ирӗлет иккен…
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.