Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӗмӗл (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял витӗр Сӗмӗл пасарне тата Сӗнтӗр вӑрманне вутта ҫӳрекенсем кунта ҫитсен: «Акӑ вӑл, ҫӑтмах! Кунта иккен вӑл», – тесе тӗлӗннӗ.

Путники, идущие на Октябрьский рынок либо в Марпосадский лес за дровами, останавливались в Хуторах и удивлялись: «Вот он, рай! Здесь, оказывается».

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Атӑл ҫывӑхӗнче пурӑнакансем уява Сӗмӗл ҫывӑхне, улӑха пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл тӑрӑхӗнче аслӑ чӳк ирттернӗ чухне пӑлхавҫӑсем Сӗве хулинчи иккӗмӗш воеводӑна тыткӑна илнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак пӗр старик — ӑна Сӗмӗл ҫынни терӗҫ — кӗлӗ картине кӗчӗ, хӗвел тухӑҫ енне пӑхса чӳк кӗлли калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам-кам кайрӗ-ши килтисенчен Сӗмӗл тӑрӑхне?

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл улӑхӗ аслӑ ҫул хӗрринчех-ҫке вӑл, такам мурӗ те пырса тухма пултарать чӳкленӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял хушшинче илтсе тӑраннӑ усал хыпара асра тытса, ваттисем тӗкӗрҫӗсене хирлӳпе ухӑ такмакӗсене илме, Сӗмӗл ҫыннисене вара сенӗксем йӑтса тухма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫӗр каснӑ чух элчӗсем ку таврари пӑтӑрмахла ӗҫсем ҫинчен тата нумай илтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, ху та ҫитме тӑрӑш Сӗмӗл таврашне.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта пуҫтарӑнасси ҫинчен те калаҫса татӑлчӗҫ, яланхи ҫӗре, Сӗмӗл улӑхне пуҫтарӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кунхине пирӗн пата Сӗмӗл больницинчен фельдшер килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи ӑна Сӗмӗл ялӗнчен вӑрласа килнӗ, вӑйпах чиркӗве илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кун пеккине вӑл Ефремов врачпа ӗҫленӗ чух та курсаччӗ — Сӗмӗл больницинче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Трахома ҫинчен Эльгеев нумай вуланӑ, чирлисене сипленӗ те, Сӗмӗл больницинче Ефремов врачпа пӗрле ӗҫленӗ чух экспресси тунӑ ҫӗре те сахал мар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каникул вӑхӑтӗнче Сӗмӗл больницинче ӗҫлени Эльгеева халиччен пӗлмен нумай япаласен тӳнтерӗшне тавҫӑрса илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӗмӗл больницин амбулаторийӗ пысӑк мар.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӗмӗл больницин амбулаторийӗ тӗлне пырса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел чылай хӑпарнӑччӗ, анчах чирлисене йышӑнма пуҫламанччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Сӗмӗл еннелле каякан ҫул тӗлне ҫитеспе шухӑшне улӑштарчӗ: киле кайран та ҫитсе курӑп — Сӗмӗлех каяс малтан, ӗҫпе паллашас.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев Сӗмӗл больницине практикӑна килнӗренпе эрне ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Марье кин, сан шӑллу, Павӑл Микулайччӑ, Сӗмӗл пульницине ӗҫлеме килнӗ, теҫҫӗ, чӑн-ши вӑл? — ыйтрӗ пӗррехинче Акчура хӗрарӑмӗ, куҫне кӑтартма Эльгеева шыраса юнашар ялтан килнӗскер.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех