Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сива (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ.

Диктовал он их двум искусным и быстрым писцам, Елихоферу и Ахии, сыновьям Сивы, и потом сличал написанное обоими.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

2. Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария; 3. Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи; 4. Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем; 5. Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ; 6. Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.

2. И вот начальники, которые были у него: Азария, сын Садока священника; 3. Елихореф и Ахия, сыновья Сивы, писцы; Иосафат, сын Ахилуда, дееписатель; 4. Ванея, сын Иодая, военачальник; Садок и Авиафар - священники; 5. Азария, сын Нафана, начальник над приставниками, и Завуф, сын Нафана священника - друг царя; 6. Ахисар - начальник над домом царским, и Адонирам, сын Авды, - над податями.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Мемфивосфей вара патшана ҫапла хуравланӑ: патша хуҫамӑм хӑй килне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ май Сива йӑлтах хӑй валли илтӗр, тенӗ.

30. Но Мемфивосфей отвечал царю: пусть он возьмет даже все, после того как господин мой царь, с миром возвратился в дом свой.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ, 17. унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ].

16. И поспешил Семей, сын Геры, Вениамитянин из Бахурима, и пошел с Иудеями навстречу царю Давиду, 17. и тысяча человек из Вениамитян с ним, и Сива, слуга дома Саулова, с пятнадцатью сыновьями своими и двадцатью рабами своими; и перешли они Иордан пред лицем царя [и приготовили для царя переправу чрез Иордан].

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива вара тайӑлса хуравланӑ: патша хуҫамӑм куҫӗ умӗнче унӑн ырӑлӑхне курасчӗ, тенӗ.

И отвечал Сива, поклонившись: да обрету милость в глазах господина моего царя!

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива патшана ҫапла хуравланӑ: вӑл Иерусалимра юлчӗ те ҫапла калать: халӗ ӗнтӗ Израиль килӗ мана аттемӗн патшалӑхне тавӑрса парӗ, тет.

И отвечал Сива царю: вот, он остался в Иерусалиме и говорит: теперь-то дом Израилев возвратит мне царство отца моего.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ҫапла хуравланӑ: ашакӗсем — патша килӗ валли, ларса ҫӳреме; ҫӑкӑрӗпе ҫырла ҫимӗҫӗ — ҫар ҫыннисене ҫитерме; эрехӗ — пушхирте халтан кайнисене ӗҫтерме, тенӗ.

И отвечал Сива: ослы для дома царского, для езды, а хлеб и плоды для пищи отрокам, а вино для питья ослабевшим в пустыне.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид ту тӑрринчен кӑштах ансассӑн, акӑ ӑна икӗ ашакпа пыракан Сива, Мемфивосфей тарҫи, тӗл пулать.

1. Когда Давид немного сошел с вершины горы, вот встречается ему Сива, слуга Мемфивосфея,

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ҫуртӗнче пурӑнакансем пурте Мемфивосфей чури пулнӑ.

Все живущие в доме Сивы были рабами Мемфивосфея.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ; 11. Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.

У Сивы было пятнадцать сыновей и двадцать рабов. 11. И сказал Сива царю: все, что приказывает господин мой царь рабу своему, исполнит раб твой.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ӗнтӗ патшана каланӑ: вӑл Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнче, Лодевар хулинче, тенӗ.

И сказал Сива царю: вот, он в доме Махира, сына Аммиэлова, в Лодеваре.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива патшана каланӑ: Ионафан ывӑлӗ пур, уксах ураллӑскер, тенӗ.

И сказал Сива царю: есть сын Ионафана, хромой ногами.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Саул килӗнче Сива ятлӑ чура пулнӑ; вара ӑна Давид патне чӗнсе илнӗ те, патша ӑна каланӑ: эсӗ Сива-и? тенӗ.

2. В доме Саула был раб, по имени Сива; и позвали его к Давиду, и сказал ему царь: ты ли Сива?

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех