Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сержӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман, — ҫакна ӑна эпир ҫеҫ пӗлетпӗр: анчах Серж хӑйне ҫав тери хисеплӗ тыткаланӑ пирки Петровна Сержӑн ҫӑлтӑрӗсене курмасӑр тӑма пултарайман, Петровна ун ҫӑлтӑр ҫук тесе шухӑшлама та пултарайман, — ҫавӑнпа вӑл ҫӑлтӑрсене курнӑ та; эпӗ сире шӳт туса каламастӑп: курнӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Петровна Сержӑнне икӗ ҫӑлтӑр мӗнле курма пултарнӑ-ши, ку вӑл шалт тӗлӗнмелле япала; Сержӑн ҫӑлтӑрсем пулман-ҫке-ха, пулнӑ пулсан та, Серж вӗсене Жюли ӗҫӗпе ҫӳренӗ чухне килте хӑварнӑ пулӗччӗ; анчах Петровна вӗсене чӑннипех курнине, вӑл йӑнӑшманнине, мухтанманнине, ҫакна ӑна Петровна мар, ҫакна ӑна эпӗ хам шантарса калатӑп: Петровна ҫӑлтӑрсене курнӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ, шӑпи ҫапла; Верочкӑн амӑшӗ Меццофанти кардинал пулас пулсан та, Сержӑн пурпӗрех каймалла пулатчӗ; ҫавӑнпа Серж хӑйӗн шӑпи ҫине ӳпкелешмен, Корнель героинин чи ҫывӑх хӗрарӑмӗ пек, яланах Жюлипе пӗрле ҫӳренӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1