Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Азенкур (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр виҫ сехетрен французсене йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫапла вара Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу англичансен французсене ҫӗнтернипе пӗтнӗ.

Через три часа сражение при Азенкуре окончилось полным поражением французов.

Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Противниксем пӗр-пӗринпе 1415-мӗш ҫулхи октябрӗн 24-мӗшӗнче Кале хулинчен утмӑл ҫухрӑмра, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче Азенкур ялӗ патӗнче тӗл пулнӑ.

Противники встретились 24 октября 1415 года в шестидесяти километрах к юго-востоку от Кале, недалеко от деревни Азенкур.

Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӑл вара пӗтнӗ, Кӑна Азенкур патӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу тӗслӗхӗ те лайӑх кӑтартса парать.

И это приводило его к гибели, пример тому даст хотя бы битва при Азенкуре.

Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Темиҫе ҫӗр юланутҫӑ пехотӑн пӗтӗм армийӗсене сурӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа салатнӑ пек салата-салата янӑ; ку вӑл континент ҫине мӑнкӑмӑллӑ, пӗчӗк ҫӗр хуҫисенчен тӑракан пехотинецсем килсе тухичченех ҫапла пулнӑ; вӗсен ҫав шиклӗх пулман, вӗсем никама та, ниме те ҫапӑҫусӑр паман; утлӑ ҫартан тармалла, тесе шутлама хӑнӑхман ҫав ҫынсем Францие килнӗ те хисеппе хӑйсенчен те иртекен утлӑ ҫара кашни тӗл пулмассерен ҫапа-ҫапа аркатнӑ; Англин сахал йышлӑ пехотинецӗсем Францин утлӑ ҫарӗсене Кресси, Пуатье тата Азенкур патӗнче чаплӑн аркатса тӑкнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ.

Целые армии пехоты разгонялись, как стада овец, несколькими сотнями всадников; до той поры, когда явились на континент английские пехотинцы из гордых, самостоятельных мелких землевладельцев, у которых не было этой боязни, которые привыкли никому не уступать без боя, как только пришли во Францию эти люди, у которых не было предубеждения, что они должны бежать перед конницею, — конница, даже далеко превосходившая их числом, была разбиваема ими при каждой встрече; знаешь, знаменитые поражения французских конных армий малочисленными английскими пехотинцами и при Кресси, и при Пуатье, и при Азенкуре.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех