Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкӗнӳллӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвах пӗлетӗн, чирленӗ эпӗ, вӑхӑт тупаймарӑм вӗретме, тата кам ӗҫӗ ӑна? — Ӳкӗнӳллӗн каларӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Куҫри куҫҫулӗсемпе пӗрле унта та типнӗ ӗнтӗ, — ӳкӗнӳллӗн каларӗ Алюна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӗлӗк Чувашия хӑна ҫурчӗ айӗнче ресторан пулнӑ, мӗнле сумлӑ пулнӑ ку хулара ҫакӑнта килни, — ӳкӗнӳллӗн каларӗ Сотей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Чӑнах, пурнӑҫ улшӑнсах пырать, — ӳкӗнӳллӗн каларӗ Элиме.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тепӗр ури вара, — капитан хӑйне хӑй пӳлсе Дигэ ҫине ӳкӗнӳллӗн тинкерчӗ, — каҫарӑр та… унӑн тепӗр ури ҫав тери пӗчӗк.

Другая ее нога, — капитан метнул Дигэ покаянный взгляд, прервав сам себя, — прошу прощения, — другая ее нога была очень мала.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унтан вӑл, ӳкӗнӳллӗн, ассӑн сывласа, куҫӗсене пӗлӗт ҫинелле ҫӗкленӗ, — вӗсем ӗнтӗ унӑн пӑтранчӑк пулнӑ, хӑйсен чӗрӗ те ӑслӑ ҫутине ҫухатнӑ.

И, покаянно вздыхая, он поднимал к небу глаза, уже мутные, утратившие живой, умный блеск.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйне ӳкӗнӳллӗн кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа, тен тата макӑрса та пуль, — тӗттӗмре паллӑ пулман, — вӑл хӑйкӑлтатса ҫурма сасӑпа калаҫма пуҫланӑ:

Покаянно бия себя в грудь, а может быть, и плача — в темноте не разобрать, — он хрипло, вполголоса заговорил:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех