Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерчӗкне (тĕпĕ: ӳкерчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мастер-класра вӗренекенсем пултарулӑх меслечӗн никӗсӗсемпе паллашнӑ, хӑйсен нейрографика ӳкерчӗкне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

Сӑртлӑрах вырӑна хӑпарса ҫитсен, сӗтел ҫине ӑста художникӑн ӳкерчӗкне кӑларса хунӑн, сасартӑк куҫ туллин курӑнса каять Кипеккасси ялӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Программӑн тӗп тӗллевӗ – кашни уйрӑм территорине тата пӗтӗмӗшле республикӑна аталантармалли плансен май килнӗ таран тулли ӳкерчӗкне йӗркелесси.

Главная цель программы – формирование максимально полных планов развития каждой отдельной территории и республики в целом.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӗр сӑн ӳкерчӗкне каччӑ хӗврех чиксе ҫӳрет, тепӗр чухне кӑларса пӑхать те вара, чунӗ таҫта ҫити кайса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку татӑка вуланӑ чухне кӗнекери «сӑртлӑ вирӑн» ӳкерчӗкне пӑхса тухӑр.

При чтении этого описания рассматривайте картинку «наша местность», приложенную к учебнику.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫакӑн пек чухне эсир ҫав шкул участокӗн самолет ҫинчен ӳкернӗ ӳкерчӗкне илетӗр.

Вы берете тогда фотографический снимок школьного участка, сделанный с самолета.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир ҫав шкулӑн пӗтӗм участокӗ ӳкерчӗкне илсе пӑхатӑр.

Вы берете рисунок, на котором изображен общий вид школьного участка.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл сӗтел ҫинчен Оля сӑн ӳкерчӗкне илет, ӑна чӑматана, кӗпесем хушшине, тирпейлӗн вырнаҫтарса хурать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ унӑн сӑн ӳкерчӗкне журналта куртӑм.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля ӳкерчӗкне аялти сылтӑм кӗтесе вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Никама та шарламасть кун ҫинчен Унтрей, ӳкерчӗкне ҫавӑнтах чӑр-чар ҫурать те картишӗнчи ҫӳп-ҫап ещӗкне пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— НТР вӑхӑтӗнче хаҫата сенӗкпе ӗҫлекенсен ӳкерчӗкне сӗнетӗн-и, темӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Килте Настя Ксюшӑн пӗр хӗрачапа пӗр ҫуртлӑ ӳкерчӗкне шыраса тупрӗ те пӗлнӗ пек юнашар хӑйне ӳкерсе хучӗ.

Дома Настя отыскала Ксюшин рисунок с одной девочкой и одним домиком и, как умела, дорисовала на нем себя.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Тӑванӗсем Иван Кокшинӑн сӑн ӳкерчӗкне тупса парсан та эпир питӗ савӑннӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

— Тӗрлеме тытӑниччен малтан маркерпа ӳкерчӗкне тӑватпӑр кӑҫатӑ ҫине вара кукӑр йӗпсемпе тӗрлеме тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Темшӗн-ҫке унӑн ҫути тӗксӗмленсе, тӗксӗмленсе пырать, савӑнӑҫ ӳкерчӗкне хура чаршав карса илет, хӑлтӑр-халтӑр, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! кӗрлеме тытӑнать аслати…

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эпӗ сана Коля Шатров пирки чӑнласах шутлатӑн пуль тесеттӗм… унӑн сӑн ӳкерчӗкне тӑван пиччӳпе юнашар ҫакса усратӑн та…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ун ҫинчен мана Степан Лукич тахҫанах каласа панӑччӗ, сӑн ӳкерчӗкне те, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене те кӑтартнӑччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна халь хӑйне курсан тӳрех ас туса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Борис кашнинех хуравлать, сӑн ӳкерчӗкне ярса пама та именмест.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Унтанпа вӗсен сӑн ӳкерчӗкне пичетлемен хаҫат та юлмарӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех