Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗшенсе (тĕпĕ: ӗшен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче вӑл лаштӑрах ӗшенсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.

Урамран ӗшенсе килсен, хӑй пит ватта ҫитнине пӑхмасӑр, Амӑшӗ ӑна урисене лӗп шывпа ҫутарать, лайӑх кӑна шӑлса типӗтет, ӑшӑ нускисем тӑхӑнтартса ярать, вара хӑйпе юнашар вырттарать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Теренӗ хаяррин хӑвачӗпе те, арӑмӗн сулмаклӑ сӑмахӗпе те ӗшенсе ҫитрӗ пулас та, купӑсне пач кӗтмен чух айккине лартса, тайкаланса тӑрать:

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вилес пек ӗшенсе килнӗ — ҫавӑ ҫеҫ, — Услантӑр мучи шухӑша кайса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

…Гидростанци тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫсемпе кунӗпех ӗшенсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн общежитине таврӑнтӑм та икӗ койкӑллӑ пӗчӗк пӳлӗмри сӗтел хушшине ҫыру ҫырма кӗрсе лартӑм, — эпир инҫетре чух тӑвансемпе юлташсем пиртен яланах ырӑ хыпарсем кӗтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Матӗрне ӗшенсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑмраран инҫех мар хӗрарӑм выртнине курсан ӗшенсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян Раман делянкӑран чылаях ӗшенсе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Барака самаях ӗшенсе таврӑнчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗшенсе ҫитнӗ хӗрарӑм хӑй те сисмерӗ, пуҫӗпе улӑм купине перӗнчӗ те ыйхӑ ытамне путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Час-часах тата, ӑҫтан та пулин — ӗҫрен-и, сакӑр-тӑхӑр сехете тӑсӑлнӑ пухуран-и — хытӑрах ӗшенсе таврӑнсан, пукан ҫине лак! ларатӑр та, хаш! сывласа: — Йытӑ пекех ывӑнтӑм паян! — тесе хуратӑр.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Кайран вара ӗшенсе ӳкетӗн те киле ҫитсенех вырӑн ҫине тӑсӑлса анатӑн — пӗр талӑк катӑлчӗ ак…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑрук вӑл, хашкине ернӗскер, ие чӑмланӑ пекех ӗшенсе суптӑрканӑскер, хӑйне хиврен чаркӑч пачӗ — умра, вунӑ-вун пилӗк утӑмра, шӑши куҫ пек мӗлт-мӗлт пӗчӗк ҫутӑ курӑнса кайрӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнпа та мӑян пусса илнӗ ҫӗр ҫинче ҫывӑракан ҫынсем чылай вӑхӑт инҫе ҫулта пӳлнипе ӗшенсе ҫитнӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫемьесене аса илтереҫҫӗ.

сообщали этим спавшим на бурьяне людям вид кочевников, пристроившихся на привал после долгого, утомительного по-хода,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗррехинче, сухаран хытӑ ӗшенсе, тарласа таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр курка сивӗ уйран ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таня каҫ пулас умӗн питӗ ӗшенсе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫтаппан, ӗшенсе ҫитсе, кайри пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иванпа Сергей ҫывӑрман, Хрестук йӑлтах ӗшенсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Утсем утӑ-сӗлӗ ҫуккипе йӑлт ӗшенсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй ӗшенсе ҫитсен мунчара кӗтекен хӗр патне пӗр каҫхине Тӗмеркке хӑйсен ҫамрӑк тарҫине тӗксе кӗртсе ячӗ.

Когда Тимеркке изнемог от бесконечных ласк Эрнеслу, в один из вечеров он послал вместо себя к ждавшей его в бане девушке своего молодого работника.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех