Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юр шап-шурӑ, сывлӑш сивӗ, нимӗн те ут-пӗве те чуна та ӑшӑтмасть, каҫ ҫутӑ пулни ҫеҫ кӑштах лӑплантарать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кӑвар тӑкать ват хурама, Анчах кӑварӗ ӑшӑтмасть.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кун каҫиччен хӗвел ҫӗре пӗр пек ӑшӑтмасть.
Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хӗвел ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсене пӗр пек ӑшӑтмасть.Солнце неодинаково нагревает также разные места земного шара.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Аҫи амине пулӑшмасть, йӑвине те ӑшӑтмасть.
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Илемлӗ каччӑ Иван, анчах та ун илемӗ чуна ӑшӑтмасть, тен, хӗр чӗри урӑххине килӗштернӗрен ҫавӑн пек туйӑнать Лидӑна.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫанталӑк сивӗтмеллипех сивӗтрӗ ав, ҫири кӗске сӑхман пӗрре те ӑшӑтмасть; пуҫра та килтен тӑхӑнса тухнӑ тӑвӑр ҫӗлӗк кӑна.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хӗвел хӗлле мӗншӗн ӑшӑтмасть? — ыйтатӑп эпӗ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— «Ҫутатать те, ӑшӑтмасть» — текелерӗ Максимов.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл ҫанӑсӑр, лайӑх ӑшӑтмасть, анчах унӑн тӑватӑ пӗчӗк кӗсъе пур.Она была без рукавов, грела плохо, но зато в ней имелось четыре карманчика.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫук, ҫынна ҫӗр ҫинче пурӑнма пӳрмен пулсан, ӑна вара хӗвел те, ытти ҫынсене ӑшӑтнӑ пек, ӑшӑтмасть, ӑна ҫӑкӑр та усӑ памасть, — ӑна такам чӗнсе илнӗн туйӑнать…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
— Тӳрех ӑшӑтмасть! — ӑнлантарать Серёжа.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Сивӗре чӗлхепе ӗҫлени ӑшӑтмасть, лумпа ӗҫлени лайӑхрах!На морозе работа языком не согревает, лучше ломом размахивать!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мастерскойӗнче сивӗ, шӑнса кӳтнӗ пӳрнесем кӑранташа та аран тыткалаҫҫӗ, пӗчӗк кӑмака та нимӗн те ӑшӑтмасть, ҫавӑнпа ниепле те ӑшӑнаймастӑн.
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Вӑл хӗвел ҫинелле тинкерет те куҫне хӗссе кулать, хӗвел ӑшӑтмасть пулин те ҫутӑ.Иногда она поднимала лицо к солнцу — оно было холодное, но яркое — и жмурилась и улыбалась.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӗвелӗ вӑл, сана калам, пуриншӗн те пӑхать те, пурне те пӗр пек ӑшӑтмасть ҫав.Да я ж тоже не против — оно, солнце, для всех светит, только греет всех по-разному.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Окуневӑн кивӗ пиншакӗ ӑна вуҫех ӑшӑтмасть, калушӗ ӑшне юр кӗрсе тулать.Старый пиджачок Окунева не грел его, а в калошу набивался снег.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие: — Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫаплах малалла утакансене сывлӑш та пӑрлӑ тинӗсӗн туйӑна пуҫларӗ; хӗвел ҫута ӑшӑтмасть ӗнтӗ вӗсене, сивӗ кӑна варӗсене витет.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ашшӗ юратнине те, амӑшӗ артакласа хӳтӗленине те пӗлмен тӑлӑх хӗрачасен пурнӑҫ шӑпи ҫӑмӑл мар; вӗсен пӗтӗм кун-ҫулӗ ҫынсен ыр кӑмӑлӗнчен е хаярлӑхӗнчен килет: ют ҫынсен хушшинче-ҫке вӗсем, хӑйсен хутне кӗмен ҫынсем патӗнче ӳссе кун кураҫҫӗ, вӗсене никам та ачашласа ӑшӑтмасть, никам та кӑмӑлтан кулса хаваслантармасть.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1