Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫсӑррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Серёжа коробкӑна темиҫе хутчен ӑнӑҫсӑррӑн тапса ярать, кайран ҫапах та хапхаран кӗрет.

Делает несколько неудачных ударов по воротам, наконец забивает гол.

Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Джурдже ҫакна пӗлет, ҫавӑнпа вӑл ҫынсене кӑмӑллӑн та ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чухне вӑйпах, йывӑр минутра та, чипер вӑхӑтра та ӑнӑҫлӑн е ӑнӑҫсӑррӑн шӳтлесе савӑнтарма, култарма тӑрӑшать.

Джурдже понимал настроения окружающих, добродушно, настойчиво, даже навязчиво, он старался даже в самых тяжелых обстоятельствах своими удачными и неудачными шутками развлечь и развеселить товарищей.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темскер мӑкӑртата-мӑкӑртата Павӑл шӑрпӑка татах темиҫе хут ӑнӑҫсӑррӑн сӑтӑрса илчӗ.

Ворча, он еще несколько раз безуспешно зажигал спичку.

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пурте, ӑнӑҫсӑррӑн улӑштарнӑ ялав та пулин, ӗлӗкхине аса илтерсе тӑраҫҫӗ; ун ҫинче — кӑвак, хӗрлӗ тата сарӑ тӗслӗ тӑрӑхла йӑрӑмсем (исаааксем, казак маррисем, калмӑксем).

Все, даже неудачно переделанный флаг, напоминало прежнее: синяя, красная и желтая продольные полосы (казаки, иногородние, калмыки).

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр учитель-делегат, генерал ятне варалас тесе, ӑнӑҫсӑррӑн ӑшталанса тӑрӑшать.

Один делегат-учитель без успеха пытался опорочить генеральское имя.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта темле пӑтрашу сиксе тухнӑ; ҫуран ҫарсен икӗ полкӗ вӑхӑтра килмерӗ; 211-мӗш стрелковӑй полк сулахай фланга куҫма распоряжени илчӗ; тепӗр полк аякран ҫаврӑнса пырас йӗркепе куҫнӑ чухне ӑна хамӑр батарейӑсемех ӑшалантарса илнӗ; асар-писер пӑтрашу пуҫланчӗ, чуна илекен арпашу пӗтӗм плансене пӑсса пӑрахрӗ; ку наступленире тӑшмансем хӑйсем пире аркатса тӑкас хӑрушлӑх, апла пулмасан, пурпӗрех вӑл ӑнӑҫсӑррӑн иртес хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.

Где-то произошла путаница: два полка пехоты не пришли вовремя; 211-й стрелковый полк получил распоряжение переброситься на левый фланг; во время обходного движения, предпринятого другим полком, его обстреляла своя же батарея; творилось несуразное, губительная путаница коверкала планы, и наступление грозило окончиться если не разгромом наступающих, то, во всяком случае, неудачей.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех