Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнкарса (тĕпĕ: ӑнкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телефон юпи патнелле пӗр упа ҫури мӗшӗлтетсе утса пынине курсан тин кунта мӗншӗн килнине ӑнкарса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Ӑнкарса илтӗн вӗт-ха, пӑшатан, мӗн тумаллине.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку ҫӗр улми ӑҫтан тупӑнчӗ? — ача ним тӑвай-маннипе кӑкӑрне ҫапать, пӗр вырӑнта тапӑртатать, унтан, тин ӑнкарса, витререн шыв ӑсса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кунти ӗҫ-пуҫа Камай хӑвӑрт ӑнкарса илчӗ, Минеслуна хулӗнчен тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вихтӗр те тӳрех ӑнкарса илеймест: ҫывӑхра та пек макӑракан кушак сасси, аякра та пек, пӗрре таҫта аялтан илтӗнет, тепре…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ашшӗ, тем ӑнкарса, вӑлтса хуравлать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ӗҫрен килсен, кӑмака шӑтӑкӗнчи куҫкӗски мӗншӗн, кама пула ҫӗмӗрӗлнине пысӑккисем тӳрех ӑнкарса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ӑна илме тесе машини патне чупса пырать ҫеҫ — укҫа таврашне кабинӑна ытла тирпейсӗррӗн пӑрахнине, апла тума юраманнине ӑнкарса илет, хыпӑна-хыпӑна нухрата багажника майласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ пуҫне мӗн шухӑш пырса кӗнине ӑнкарса, Маруҫ ӑна туххӑмра хӑваласа ҫитет, ҫанӑран ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмах турти ӑҫталла ҫаврӑнса ӳкнине ӑнкарса илсен, Левен пичӗ вӗри питлӗх пек пӗҫерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑвашла та, ав, йӑпӑр-япӑр вӗренсе, ӑнкарса пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эсӗ, Абаев кӗҫӗн сержант, «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине ӑнлантармалли пӗтӗмӗшле философие хӑв ҫине илетӗн; а эсӗ, Гильманов кӗҫӗн сержант, сутуҫӑсен хӑвӑртлӑхӗпе ӑнкарса пырса, ҫеккунтсемпе минутсем вӗҫленнӗ тӗле ракета системинче ӑҫта мӗн хыпса ҫуннине, хӑш тӗлте мӗн уҫӑлса хупӑннине аса илтерсе тӑрӑн хӑвӑн философна.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑлаки аппа хаҫатра мӗн ҫырнине тимлӗн вуланӑ-мӗн, Ваҫук пуҫӗнче мӗн тӗлкӗшме тапратнине те лайӑх ӑнкарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«А-а, акӑ кам пулнӑ иккен ҫав ача, — тин ӑнкарса илет Шӑнкӑрч.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Кулинейкка, — ача мӗн шухӑш тытнине ӑнкарса илсе, ӑна алла илет аслашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тинех ӑнкарса илтӗм, — терӗ Тариҫ инке шӑнкӑр шыв пек янравлӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Унтан тем ӑнкарса илчӗ пулас та — йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ хыр ҫине.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман та, ӑна-кӑна тин ӑнкарса илнипе, тӳрех чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та те гэпэушниксем ӑнкарса илчӗҫ, те кам-тӑр хӑлхисенчен пӑшӑлтатнӑ — пӗр эрнерен милиционерсем ҫӗрле килсе Хӗветӗре ҫавӑтса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тинех илчӗҫ ӑнкарса Тимуш, Ванюк та Тимкка.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех