Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑшҫунтармӑш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваня вӗҫӗмсӗр Лена ҫинчен, ҫак ӑшҫунтармӑш хура куҫ пирки шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсен арҫын ача мар, чӑн-чӑн ӑшҫунтармӑш ӳсет!

— У них не мальчишка, а сущее наказание!

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑшҫунтармӑш ятне асӑнсанах, йӑвари кайӑк чӗшшне кӗтмен-ҫӗртен пӗр-пӗр ҫын ҫара алӑпа яп ярса тытнӑ чухнехилле, Нина чӗри йӑшӑлт турӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех