Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳхелнӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темскер ирхине хӑй сарса хӑварнӑ чухнехи пек туйӑнмасть, ҫӳхелнӗ пек курӑнать куҫа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пилӗк сехетре вӑраннӑ Курак Мӗтри ҫӑвӑнса тасалчӗ, тирпейленчӗ, ҫур шит майлӑ ӳснӗ кӑвак сухал тӑррине хачӑ тупса ирткелерӗ, пуҫ тӳпинчи ҫӳхелнӗ, ҫурри шуралнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йӗпетсе ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл пӑртак ҫӳхелнӗ пулин те тутӑр айӗнчен ҫурӑм хыҫнелле вӑрӑм ҫивӗтех усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫак ӑс-пуҫа сӗрӗмлентерекен, кӑмӑла авакан хӗрхӳ кӗвӗҫӳпе касӑлса, хӑрушӑ чиртен хӑтӑлса пӑртак йӑл илнӗ, анчах самаях ҫӳхелнӗ Ула Тимӗр ҫу уйӑхӗн пӗтмӗшӗнче, пӗр ирхине, тухтӑрсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫтарӑнкаласа, Республика сыватмӑшӗнчен Шупашкарӑн пӗр урамне тухса тӑчӗ, анчах киле сехет тӑрӑх ҫӳресе таврӑнма васкамарӗ — чи малтанах Атӑла курас, аслӑ юханшывӑн асамлӑ илемӗпе, хӑвачӗпе киленес кӑмӑл вӗлтӗртетрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамка тирӗ те самаях ҫӳхелнӗ ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Анчах унӑн ҫӳхелнӗ тутипе ҫавӑрнӑ йӗпе шӑлӗсем тавра сарлака та ҫивӗч кулӑ йӑлкӑшать.

Но вокруг влажных его зубов, обведенных исхудавшими губами, широкая и острая сверкала улыбка.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Тутисем вилнӗ ҫын тутисем пекех шуралнӑ, ҫӳхелнӗ, типнӗ.

Губы мертвенно побелели, утончились, высохли.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кларк кӗсйинчен типтерлӗ хуҫлатса хунӑ хаҫат туртса кӑларчӗ, хаҫачӗ тахҫанхиех пулас, чылаях саралнӑ, хуҫлатнӑ вырӑнӗсем ҫӳхелнӗ.

Кларк достал аккуратно сложенный, пожелтевший от времени, потертый на изгибах газетный листок.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ахаль чух ялан хӗрлӗскер, халӗ вӑл шуралнӑ пек, ҫӳхелнӗ сӑмси вӗҫленнӗрех пек курӑнать, куҫӗ, ӗлӗкхи пекех йӑваш пӑхать пулин те, ӗшеннӗ пек, — Тухтар ҫавна пӳрте кӗрсенех асӑрхарӗ.

Обычно румяная, веселая, она показалась ему бледной, а нос вроде даже стал тоньше и длиннее; только глаза по-прежнему были добрые и приветливые, но тоже какие-то потухшие.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн хура, яланах уҫӑ та хӗрӳллӗ куҫӗсем — вӗсем ҫывӑрнӑ чух та кулаҫҫӗ, тетчӗ вӑл куҫсем ҫинчен Алексей, — кӑвакарса кайнӑ куҫ шӑтӑкӗнче сывлӑш ҫуннипе пӳлӗнсе ҫитнӗ пек, питӗ вӑйсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем ҫуркаланса пӗтнӗ, ҫӳхелнӗ, тута хӗррисем усӑнса аннӑ, янахӗ чӗтрене-чӗтрене илет; ҫакна вара вӑл хӑй те сисмест пулас.

Ее черные, всегда ясные и азартные глаза, о которых Алексей говорил, что они смеются даже во сне, глядели в треть силы, будто задыхались в глубине посиневших орбит, губы потрескались, стали тоньше, углы их опустились, а подбородок нервно вздрагивал, незаметно для нее самой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кивелсе ҫӳхелнӗ пустав витӗр пӳртри ҫутӑ пӗчӗк ҫӑлтӑрсем пек йӑлтӑртатса курӑнать.

Через потертую ткань слабо, как звездочки, мерцали желтые искры света.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Йӑпӑрка симӗскер, хытса ларнӑ сывлӑм евӗр куҫҫулӗ витсе илнӗскер, вӑл кӗрпеклӗ хура ҫӗр ҫумне шӑнса ӗнтӗркенӗ пек лӑпчӑнать, унӑн сиплӗхлӗ хура юнӗпе тӑранать, ирӗлсе эрешмен карти пек ҫӳхелнӗ йӑлтӑркка пӑра шӑтарса ҫӗкленес, май уйӑхӗнче акӑш-макӑш ашкӑрса симӗсленес тесе, ҫуркуннене, хӗвеле кӗтет.

Шелковисто-зеленое, все в слезинках застывшей росы, оно зябко жмется к хрушкому чернозему, кормится его живительной черной кровью и ждет весны, солнца, чтобы встать, ломая стаявший паутинно-тонкий алмазный наст, чтобы буйно зазеленеть в мае.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех