Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлӑнкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа тӗтӗм те вут-ҫулӑм хупласа хунипе кӗҫех ачасем пӗрне-пӗри ҫухатса яраҫҫӗ, Андрейки, тӗтӗмпе чыхлана-чыхлана, лӑштӑр-лӑштӑр ишӗлсе аннӑ ҫунакан сарай кашти-таканӗ айӗнчен юлашки вӑйне пухса, вутпа пиҫӗне-пиҫӗне, ҫӑлӑнкаласа тухать, тӑнне ҫухатса, килхушши варринчех йӑванса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Автобусран темле майпа ҫӑлӑнкаласа тухнӑ-тухнах пулас (шоферӗ хӑй мар-ши?).

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Юрать-ха юнашарах ҫӗре хупӑрласах усӑнса ларакан кӗтӗ пулчӗ, ҫавӑн тураттисем ҫеҫ Ула Тимӗре лачӑркаран-йӑлмаран лӑчӑр-лӑчӑр ҫӑлӑнкаласа тухма май пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир хӑмӑш ӑшӗнчен ҫӑлӑнкаласа тухрӑмӑр.

Мы выбрались из камышей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех