Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтарлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Виктор ӗнтӗ ҫак ҫӑлтарлӑ тӳпене те, хӑйӗн ывӑлӗ таврӑнасса кӗтекен тата нумай ҫулсем хушши кӗтсе тӑракан ватӑ амӑшне те нихӑҫан та курас ҫук…

А Виктор никогда больше не увидит ни этого звездного неба, ни своей старой матери, которая ждет и будет ждать своего сына долгие годы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ.

Оглядываясь, он видел серьезные и равнодушные лица красноармейцев, такие разные и нескончаемо похожие друг на друга, видел качкое движение серых шапок с пятиконечными красными звездами, серых шинелей, желтоватых от старости и шершаво-светлых, которые поновей; слышал хлюпкий и тяжкий походный шаг массы людей, глухой говор, разноголосый кашель, звяк манерок; обонял духовитый запах отсырелых сапог, махорки, ременной амуниции.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех