Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаранлӑхра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн енче ҫаранлӑх, Ҫаранлӑхра ҫырлалӑх; Пырсам, пырсам, йӑмӑксем, Ҫав ҫырлана пуҫтарма.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаранлӑхра шӑп, этем чунӗ те ҫук.

На знакомом лужке было тихо и безлюдно.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Анакан хӗвел ҫуттинчи ҫак ҫаранлӑхра Ленин темле ытла та пӗчченӗн туйӑннӑран тата ӑна юлташӗсемсӗр, пӗр хӑйне ҫеҫ, уйрӑммӑн курма хӑнӑхманран, Серго ним калама аптраса тӑчӗ.

Ленин выглядел так одиноко на этом залитом лучами заката лугу и так непривычно было Серго видеть Ленина одного, без товарищей, что он не знал что сказать.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тепӗр минутран хӗвелӗн ҫап-ҫутӑ пайӑркисемпе йӑлтӑртатса выртакан ҫаранлӑхра Зофпа Кондратий курӑнчӗҫ.

Через минуту на залитом солнцем лужке появились Зоф и Кондратий.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл ҫӳҫесен чӑтлӑхӗнчи ӳпле умӗнче малтанхи статйине ҫырса пӗтернӗ вӑхӑтра, унччен калаҫса килӗшнӗ пек, шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ те, ҫаранлӑхра Емельяновӑн аслӑ ывӑлӗ — вунҫичӗ ҫулхи Саша курӑнчӗ.

Первую из этих статей он уже кончал, сидя у шалаша среди зарослей, когда раздался условленный свист и на лужке появился старший сын Емельянова — семнадцатилетний Саша.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫак пӗчӗкҫӗ кӑна ҫаранлӑхра Ленин ӑна хӑйсен завочӗн стени ҫумне ҫирӗплетнӗ динамомашинӑна кӑштах аса илтерчӗ.

Ленин на этом маленьком лужке казался ему немного похожим на их заводскую динамо-машину.

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Унта, кӳлӗ леш енчи ҫаранлӑхра, лӑпкӑ та ним хӑрушлӑхсӑр пурӑнма май килес пулсан, вӑл, кӗскен ҫырса пынӑ кӑвак тетраде ыйтса ярса, пуҫӗнче тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ ҫав тери кирлӗ брошюрӑна ҫавӑнта ҫырса пӗтерме шутлать.

Он размышлял о том, что если там, на заозерном сенокосе, будет спокойно и безопасно, он сможет выписать туда синюю тетрадь с заметками и закончит давно наболевшую и чрезвычайно важную брошюру.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Христоня унпа кирек хӑҫан та «тӑрӑн енчен» сӗрсе ҫӳрерӗ, ҫаранлӑхра хӑй утса тухман кӳлӗ те юлман тесе мухтанчӗ.

Христоня на ловле постоянно ходил «от глуби», выхваляясь, будто нет такого озера в лугу, которого он не перебрел бы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Донран аяккарах тарса каякан беженецсен хӑранипе пӗкӗрӗлсе хутланнӑ кӗлеткисем ҫаранлӑхра теплерен ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ.

Изредка лишь на лугу показывались согбенные от страха фигурки беженцев, пробиравшихся подальше от Дона.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫаранлӑхра чуна лӑпкаса ачашлакан ҫӗрлехи канлӗ шӑплӑх тӑрать.

Мягкая, ночная, ласковая тишина паслась на лугу.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫырма леш енчи ҫаранлӑхра каю тапса тухнӑ, ӗнесемпе пӑрусем ӑна тем пек лӑскасан та, вӑл хӑйӗн йӑлтӑркка ешӗл пурҫӑн сӑнне ҫухатмасть.

Скошенный луг за рекой покрылся такой густой и сочной отавой, что, как ни старались коровы и телята выщипать ее, луг неизменно хранил свой изумрудный блеск.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех