Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанҫурӑмне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ирхине выльӑх-чӗрлӗхне пӑхма тухсан, турӑ шыва кӗрес умӗнхи шартлама сивӗ Сантӑр сӑмсине ҫӑтӑр чӗпӗтсе илчӗ, ҫанҫурӑмне ҫӳҫентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫанҫурӑмне вут-кӑвар пек ҫунтарма тытӑннӑ хуйӑхне тӳсеймесӗр Микула ҫенӗке чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утнӑ майпа ҫанҫурӑмне чӗтреткелесе, авӑнкаласа пынӑ, шакла пуҫлӑ ачине ҫавӑтнӑ, ачи кӗпе вӗҫҫӗн анчах пулнӑ.

Идет, в спине подрагивает, перегибается, а за руку татарчонка ведет бритого, в одной рубашке.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Куҫне курӑнми вут-ҫулӑм пӗтӗм ҫанҫурӑмне хӗртсе ячӗ тейӗн: вӑл пӗр сӑмах хушмасӑр тилхепине карт туртрӗ те, ҫул хӗрринче тӑракан тӗтреллӗ мӗлкене халь-халь таптаса лапчӑтас пек, лашине вирхӗнтерчӗ.

По спине его будто полыхнуло невидимое пламя, обдав влажным жаром; он хлестанул лошадь вожжами и рванул вихрем мимо расплывчатой в утреннем тумане чьей-то фигуры у обочины дороги.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каҫхи сулхӑн ҫанҫурӑмне ан ҫӳҫентертӗр тесе, ҫине вӑл ҫӑмӑл сӑхман уртса ячӗ.

Чтобы не простудиться по ночной прохладе, дед накинул легкий кафтан.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Том хӑйӗн ҫанҫурӑмне тыткаласа пӑхрӗ.

Он исследовал свой организм.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех