Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫынсем мана хӑйсем патне туртаҫҫӗ те, хӑйсенчен ютшӑнтараҫҫӗ те; ҫакна хулан шавлӑ урамӗнчи ҫапкаланчӑк чикансен эшкерӗпе танлаштарма юрать-тӗр: кӗре ют сӑнсем, ӑнланмалла мар чӗлхе, чӑрсӑр хусканусем, хӑлхисенчи ҫакӑсем, хура ҫӳҫ, капӑр тумтир-ластӑк ҫемьере ҫеҫ хӑтлӑ туякан, кичемлӗхе хӑнӑхнӑ ҫынсене те хӑйсем ҫине пӑхтараҫҫӗ, пӑхса тӑрса киленме те пулать; анчах вӗсемпе тапӑра кам каять?

Люди эти притягивали и отталкивали меня, что можно сравнить с толпой бродячих цыган на бойкой городской улице: смуглые чуждые лица, непонятный язык, вызывающие движения, серьги в ушах, черные волосы и живописные лохмотья останавливают внимание самых прозаических, традиционно семейных, людей, и внимание это не лишено симпатии; но кто пойдет с ними в табор?

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӗсем иртен-ҫӳренсен пуҫӗсем ҫине, кӗперсемпе ҫакӑсем ҫине лараҫҫӗ, регулировщиксен, лашасен урисем айне пулса таптанаҫҫӗ.

Она падала на головы прохожим, на мостовые, у лавок, под ноги регулировщиков и лошадей.

Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вера Павловна, — халӗ ӗнтӗ вӑл тепӗр ирччен Вера Павловна пулать, — килти ӗҫсене тӑвать: унӑн пӗр служанка ҫеҫ вӗт, ҫамрӑк хӗрача, ӑна йӑлтах вӗрентес пулать: вӗрентсе ҫитеретӗн ҫеҫ, ҫӗнӗ хӗрача тытса йӗркене вӗрентмелле, служанкӑсем Вера Павловна патӗнче нумай пурӑнмаҫҫӗ, пурте качча кайса пыраҫҫӗ — ҫур ҫул е кӑшт ытларах иртет-и унта, куратӑн — Вера Павловна хӑйне валли мӗнле те пулин пелеринка е ҫакӑсем ҫӗлет, хӑйматлӑх амӑшӗ пулма хатӗрленет; кунта килӗшмесӗр тӑма юрамасть вара, — «епле-ха, Вера Павловна, эсир пурне те хӑвӑр турӑр вӗт, сирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук», теҫҫӗ.

Вера Павловна, — теперь она уже окончательно Вера Павловна до следующего утра, — хлопочет по хозяйству: ведь у ней одна служанка, молоденькая девочка, которую надобно учить всему; а только выучишь, надобно приучать новую к порядку: служанки не держатся у Веры Павловны, все выходят замуж — полгода, немного больше, смотришь, Вера Павловна уж и шьет себе какую-нибудь пелеринку или рукавчики, готовясь быть посаженою матерью; тут уж нельзя отказаться — «как же, Вера Павловна, ведь вы сами все устроили, некому быть, кроме вас».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех