Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавра сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавра (тĕпĕ: ҫавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анкарти хыҫӗнче ҫавра кӳлӗ, Ҫавра кӳлӗ варринче сӑрлӑ юпа; Сӑрлӑ юпа тӑрринче чӑпар куккук, Куккукӗсем лараҫ пӗр вӗҫес пек, Кӳллиссм те тӑраҫ пӗр юхас пек; Эпирех тӑратпӑр пӗр каяс пек, Атте-анне тӑрать — пӗр йӗрес пек.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавра куҫӗсем, пӗкӗ евӗр авӑнчӑк ҫӳллӗ харшисем, ҫаврашка шуранка ҫӑварӗ, ҫавра хӑлхисемпе янах айӗ, хӗрарӑмӑннилле тачка аллисем, хул пуҫҫисен вашмӑк-тайлӑк авӑнчӑклӑхӗ, — ҫаксем пурте ӑна хӑлха ҫунаттисемсӗр ӳхӗ евӗр сӑнарлаҫҫӗ.

Круглые глаза, высокие, дугообразные брови, круглый и бледный рот, круглые уши и подбородок, полные, как у женщины, руки, покатый изгиб плеч — все это имело отдаленное сходство с филином, лишенным ушных кисточек.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унӑн та пуҫӗ ҫавра, пичӗ те ҫавра, апла пулин те, вал ыттисенчен, калӑпӑр, Вэй господинран витӗмлӗрех пек туйӑнать.

Хотя голова и лицо у него тоже были круглые, словно два шара, выглядел он гораздо величественнее господина Вэя.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Хӑй вӑл ӑрасна нимех те мар — ҫавра питлӗ, ҫавра пуҫлӑ, лутака та кӑнттам арҫын кӑна.

Какой-то коротышка, голова и лицо круглые, словно два шара.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Студент ҫамрӑках мар ӗнтӗ, вӑтам пӳллӗ е кӑшт ҫӳллӗрех те-и, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫавра пит-куҫлӑ, ҫавра ҫеҫ те мар, хитре пит-куҫлӑ вӑл, мӑнкӑмӑллӑн та хӑюллӑн курӑнать — «начар мар, тата ырӑ ҫын пулас, анчах ытлашши шухӑшлӑ».

Студент был уже не юноша, человек среднего роста или несколько повыше среднего, с темными каштановыми волосами, с правильными, даже красивыми чертами лица, с гордым и смелым видом — «недурен и, должно быть, добр, только слишком серьезен».

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑрах куҫлӑ тетте, хура упа, пуҫне салхуллӑн сӗнксе шкап тӑрринче ларать, кӗтесре роллер выртать, лутра ҫавра пукан ҫинче темӗнле коллекцисем пуҫтарнӑ, — вара эпӗ Р. пӗчӗк чухне мӗнле пулнине тӗшмӗртсе чухларӑм — ҫавӑн пекех вичкӗн те виҫеллӗ хӗрӳ, ҫӳҫне малалла казакла усӑнтарса янӑ, ҫавра питлӗ.

Грустно повесив голову, чёрный одноглазый мишка сидел на шкафу; роллер валялся в углу; на низеньком круглом столе стояли какие-то коллекции, игры. И мне представился маленький Р., такой же энергичный, сдержанно пылкий, со смешным казацким чубом, с круглым лицом.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пекех Пушкӑртстан писателӗсен Союзӗ 90 ҫул тултарнине уявланӑ май наци издателӗсемпе ҫавра сӗтел йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке вулакансен уявӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... si-3874868

Ҫавра сӗтел хушшинче канашланӑ финансистсен калаҫӑвӗнчен ҫак шухӑш яр уҫҫӑн палӑрса тӑчӗ: муниципалитетсен налук органӗсемпе пӗрле ҫак улшӑнусене тата тӗплӗнрех тишкерсе вырӑнти шайра тивӗҫлӗ нормативлӑ актсем йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Елчӗкре — финанс министерствин анлӑ ларӑвӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80a/

Муниципалитетсенчи финанс уйрӑмӗн ертӳҫисем виҫӗ сехет ҫавра сӗтел хушшине ларса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗкре — финанс министерствин анлӑ ларӑвӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80a/

Ҫакна ҫавра хӑйра чулӗнчен сирпӗнсе каякан хӗрнӗ металл пайӗсем — хӗлхемсем чулӑн ҫавракӑшне сӗртӗнекен лини тӑрӑх вӗҫсе кайнине сӑнаса пӑхса ӑнланса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Сывлӑшӑн ҫавра хумӗсем хӑш еннелле каясси самолетӑн ҫуначӗсене мӗнле формӑллӑ тунинчен килет.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫунат ҫумне параллельлӗ лаптак сывлӑш юхӑмӗ пырса ҫапӑнсан, ҫунат ҫывӑхӗнчен, чикӗри си тенӗ вырӑнта, темӗн чухлӗ ҫавра юхӑмсем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавӑнпа та, япала обтекаемӑй формӑллӑ пулсан, ҫавра ҫил пулман пирки, япалана куҫса пыма чӑрмантаракан сопротивлени те сахалрах пулать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Опытсем туса тӗпчесе пӑхнӑ тӑрӑх ҫакна пӗлнӗ: куҫса пыракан япала хыҫҫӑн ҫавра юхӑм мӗн чухлӗ сахалрах пулать, ҫав япалана куҫнӑ чух тивекен сопротивлени те ҫавӑн чухлех пӗчӗкрех пулать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Юхӑма обтекаемӑй формӑллӑ япала вырнаҫтарсан, вара 118 б ӳкерчӗкри опыт результачӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, юхӑм япала вӗҫне ҫитиех япала умне ҫыпҫӑнса пырать, юхӑм татӑлмасть, ҫавра юхӑм пулмасть; чи вӗҫӗнчи аякӗ патӗнче ҫеҫ турбулентность пулать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Опытсем акӑ мӗн кӑтартса панӑ: пластинкӑна шыв юхӑмӗпе перпендикулярлӑ лартсан, 118 а ӳкерчӗкри картинӑна курма пулать; ҫавра юхӑмсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫакӑнта вара шыв вертикальлӗ тӗнӗл тавра ҫавракӑшсем тӑрӑх куҫса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавра юхӑм пулнӑ хӑвӑртлӑхсен вырнаҫӑвне тата унпа ҫыхӑнса тӑракан пусӑмсен вырнаҫӑвне кӑткӑслатать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак ӳкерчӗкрен акӑ мӗн курӑнать: ҫавра юхӑмӑн пӗр пайӗнче веществон ҫавӑрӑнакан пайӗсен хӑвӑртлӑхӗ пӗтӗм юхӑм хӑвӑртлӑхӗпе пӗр майлӑ, ытти пайӗсенче — ӑна хирӗҫле пулать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Анчах хӑвӑртлӑх кашни уйрӑм тӗслӗхре пӗр-пӗр паллӑ чикӗрен, критически хӑвӑртлӑх текенскертен, иртсен, вара шӑвакан сисӗм пӗр-пӗрне тивни шӗвек е газ частицисен вырнаҫӑвне улӑштарать; 117 б ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, шӗвек ҫавӑрӑнса куҫма пуҫлать (ҫавра юхӑмсем пуҫланаҫҫӗ); ҫакӑн пек юхӑма шӗвекӗн турбулентнӑй юхӑмӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

110. Куҫакан шӗвекпе газри ҫавра юхӑмсем (ҫавра-ҫилсем).

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех