Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫатӑрт (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑт епле! — кӗсйинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларса ҫатӑрт ҫыртса илчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Ара, хӑна таврашӗ килсе тухсан Вовӑн ытлашши мӗшӗлтетме юрамасть: Мами унӑн хӑлхине кӑвар евӗр пӗҫерсе кайиччен пӑрма та, ҫӳҫ тӑпӑлса тухиччен ҫатӑрт тутарса илме те пултарать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Нинук чӑтаймарӗ пӗтӗм кӑмӑлтан ӑх! тесе илчӗ те ҫатӑрт! ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таранов иккӗшне каялла илсе хучӗ, пӗрне, сап-сарӑ антоновкӑна, сӑмса тутрипе шӑла-шӑла тасатса ҫатӑрт! ҫыртрӗ: панулми ҫисен шыв ӗҫес килни иртсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫатӑрт! ҫатӑртатрӗ шӗшкӗ!

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ вӑл, анчӑк, вӑрра хӑваласа ҫитрӗ те шӑлӗпе ун шӑлаварӗн вӗҫӗнчен ҫатӑрт! ҫатӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑяра ҫатӑрт! тутарса ҫыртни аванах илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫӳллӗ те яштакаскер, хӑйне лӑпкӑ та тивӗҫлӗ тытаканскер, Андрей Васильевич таруках, сасартӑках ҫатӑрт! ҫатӑрласа илчӗ те хӗр ӑсне-тӑнне — ӑшӗнчи вутне темӗн чул палӑртас мар тесе тапӑҫсассӑн та — тухрӗ-тухрех ҫав вут палкаса.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ура айӗнче турат ҫатӑрт! туса хуҫӑлать.

Под ногой треснул сучок.

Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Христинӑна хулӗнчен паҫӑрхинчен те хытӑрах — ҫатӑрт ҫатӑрласа тытрӗ Андрей:

Андрей схватил Христину за плечо еще крепче, чем прежде:

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑйӑр ик уран тӑчӗ, турта ҫатӑрт турӗ.

Жеребец извился на дыбы, затрещало дышло.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫатӑрт! ҫатӑрт! ҫыртрӗ ӑна Сантӑркка.

Хрум! хрум! — вцепилась белыми зубами в него Сашенька.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Патне ҫитесси виҫ-тӑватӑ утӑм юлсан, Том темӗнле патак ҫине пусрӗ, патакӗ ҫатӑрт туса хуҫӑлса кайрӗ.

Им оставалось шагов пять, как вдруг Том наступил на палку, в она с треском сломалась.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех