Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑллӑ шӑлаварӗпе, йӳле янӑ ҫухаваллӑ кӗпипе, тарланӑ шыҫмак пичӗпе вӑл сӑра ӗҫнӗрен хӗрелнӗ фермера аса илтерет.

В подтяжках, с расстегнутым воротом рубахи и вспотевшим одутловатым лицом, он смахивал на фермера, раскрасневшегося за бутылкой пива.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Нина Виталие перӗнсе тӑрӑс сиксе тӑнипе, йӗкӗт хулпуҫ ҫийӗнчен аран ҫеҫ тытӑнкалакан ҫакӑллӑ, хут-купӑс кӳпех персе анчӗ тусан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн пистолетне салтаксенчен пӗри хӑйӗн пиҫиххи айне хӗстерсе чикнӗ, кӗске ҫакӑллӑ биноклӗ тепӗр салтакӑн мӑйӗ ҫинче ҫакӑнса янрать.

Пистолет его был заткнут за пояс одного из солдат, бинокль висел на шее второго солдата.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӗсем Уржумри кил хуҫи хӗрарӑмӗсем пасара ҫӳрекен сумкӑсем евӗрлех пулнӑ, анчах вӗсенни пек икӗ ҫакӑллӑ мар, пӗр вӑрӑм ҫакӑллӑ ҫеҫ пулнӑ тата вӗсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ.

Они были похожи на кошели, с которыми уржумские хозяйки ходили на базар, только у этих сумок были не две лямки, а одна длинная лямка, и их можно было надевать через плечо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ҫакӑллӑ винтовкисене хатӗр тытнӑ доброволецсем, ҫӗр ҫине сайра хутра вырта-вырта, кунталла килни бинокль витӗр лайӑх курӑнать.

В бинокль видно было, как добровольцы шли — винтовки на ремнях, редко ложась.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех