Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтан (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтан вара вӑл пуян пурӑна пуҫланӑ, чысӗпе, чапӗпе киленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Дракон куҫӗ // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 68–69 с.

Ҫавӑнтан вара вӑл кирек мӗнле ҫанталӑкра та, ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи сивӗре те корреспонденципе пӗрле черетлӗ обхода тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ хыпарсемпе ҫырусем илсе килет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... et-3844462

Точка куҫакан ҫавракӑш радиусне R саспаллипе паллӑ тусан, точка ҫавракӑш тӑрӑх пӗртикӗс куҫса пынин хӑвӑртлӑхне, урӑхла каласан, линилле хӑвӑртлӑхне, ҫапла майпа шутласа кӑларма пулать: пӗрре ҫавӑрӑнса илме кирлӗ вӑхӑтра точка ҫавракӑш ҫырса ҫавӑрӑнать, унӑн вӑрӑмӑшӗ 2πR пулать, ҫавӑнтан ӗнтӗ линилле хӑвӑртлӑх ҫапла пулать:

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавӑнтан ӗнтӗ — турӗ лини тӑрӑх пулакан икӗ пӗртикӗс движенин ҫулӗсене хушнипе пулнӑ сложнӑй движенин ҫулӗ — вӑл ҫав хушӑнакан ҫулсенчен тунӑ параллелограмӑн диагоналӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавӑнтан ҫын кӗресси пирки аса та илмен.

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Класри ҫирӗп дисциплина ҫавӑнтан нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ҫавӑнтан пуҫланчӗ пулас икӗ ҫемье хушшинчи чӑн-чӑн туслӑх.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑнтан пӑсӑлса килчӗ те.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑнтан вара эпир юратнӑ йытӑпа кашни кун ту ҫине хӑпаратпӑр, кирек мӗнле ҫанталӑкра та.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Пӗрре ҫӑкӑр татӑкне хыпать те тепре ырӑ ачана питӗнчен, аллинчен, ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫула-ҫула илет.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑт ҫавӑнтан хӑраса ӳкнӗ нимӗҫсем, юн ӗҫенсем, вара аллисене кашӑлах ҫӗкленӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавӑнтан икӗ ҫемьере те хуйхӑ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнтан пуҫласа, кашни кунах укол тума тытӑнчӗҫ Узина, ӗлкӗр кӑна йӗм антарса купарчана ҫаралантарма, шприц йӗппи ҫавӑнтах ӳте тирет.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Ваттисем каланӑ тӑрӑх, этемӗн чунӗ ҫын вилнӗ хыҫҫӑн хӗрӗх кунтан каять ҫавӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мӗн пулса тухрӗ вара ҫавӑнтан?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей пӗчченех ӗҫленине курчӗҫ те тӑванӗсем пулӑшма чӗнменшӗн ятлама пуҫларӗҫ, ҫавӑнтан пуҫласа, Кирее тӑванӗсем, тусӗсем, юлташӗсем, ял ҫыннисем пулӑшма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ӑхӑ, ҫавӑнтан, эппин ман пата килнӗ эсир.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑнтан пуҫласа, вӑл кашни канмалли кунах пӗтӗм ҫемйипе ялта тӑван килӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫавӑнтан вара тӗрлес ӗмӗт унран пӗрре те хӑпман.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Унпа пӗр ҫӑпатари пушӑтсем пек урлӑ-пирлӗ пулса каясси ҫавӑнтан тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех