Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярасран (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук та ӑна тытса айӑплама ҫине тӑмарӗ — Соньӑн ятне ярасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аллине кастарса ярасран та шикленмест хӑй, выляса ҫеҫ тӑрать аллинчи лапатка.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Йӗрсе ярасран хӑраса, вӑл тутине ҫыртрӗ, хӑрах аллипе хурӑна ҫатӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Хуса ярасран шиклентӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ку таранччен сисмен те, — сӑмах хушрӗ Толя, кулса ярасран аран чӑтса.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кунӗпех пӗччен пурӑннӑ Вова Мами хӑйне урама кӑларса ярасран шикленсе ун ҫумне ҫулӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шухӑша путать хӑнари ҫын, хӑй йӑхӗн тымарне йывӑҫ лартса чӗртнипех сыхласа хӑварма ӗмӗтленнӗ айван пархатарлӑ ӗҫне харама ярасран шикленет.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ан хӑра, — тетӗн, апла-капла персе ярасран шикленсе.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Ох, — ассӑн сывласа ячӗ Валентина, тепӗр хут кулса ярасран аран-аран тытӑнса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Врачсен ҫемьи пысӑк-и? — кулса ярасран ҫӑварне аллипе хупласа ыйтрӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сантӑркка ҫинчен персе ярасран шикленсе ларчӗ Ҫимунӗ, анчах хӑтӑшӗ, хӗрнӗ пулин те, ӑсне ҫухатмарӗ, пӗрмай Иванӗпе мухтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах шӑп ҫак вӑхӑтра Ҫтаппанпа Ваҫли тата Анукпа Кӗтерук пристань патнелле пынине курчӗ те, савӑннипе кӑшкӑрса ярасран тытӑнса, городовоя аякӗнчен тӑк тӗкрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ ман, мӗн тӑвас? — макӑрса ярасран аран тытӑнса пӑшӑлтатрӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасӑпах макӑрса ярасран аран тӳссе хуйхӑрчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирина Миша тем персе ярасран шикленсе ӑна куҫран тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ваҫиле, пакунли ҫапса ярасран асӑрханса пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тухатӑп, — ҫепӗҫ сассипе хуравларӗ хӗр, савӑннипе кӑшкӑрса ярасран хӑйне аран тытса чарса.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Касса ярасран хӑрарӗ пулинех.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр вӑтӑр минутран Завьялов чи ҫывӑхри ҫурчӗпе танашрӗ, ун ҫине ыт ахальтен пек пӑхса илчӗ те… кӑшкӑрса ярасран аран тытса чарчӗ хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов Лиза кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех